АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни пусшăн явап тытма тивет

18 сентября 2010 г.

Август уйăхĕн пуçламăшĕнче, Чăваш Ен Президенчĕн полномочийĕсемпе тивĕçтерсен Ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев района килсе кайрĕ. Вăл ун чухне бюджет укçине тĕрĕс те тухăçлă усă курасси пирки сăмах хускатрĕ. Çавăн пекех бюджет кĕмĕлне перекетлĕ усă курман хăш-пĕр муниципалитет предприятийĕпе учреждени ертÿçисене тăратсах хурав пама ыйтрĕ. Кайран та, Президент тивĕçĕсене пурнăçлама тытăнсан, çак ыйту тавра сăмах пуçарсах тăчĕ. Чăваш Енри Патшалăх Канашĕн черетлĕ 31-мĕш сессийĕнче те ку темăна хускатрĕ.

М. Игнатьев района килсен палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе пирĕн тăрăхра мĕн тунă-ши; Апат-çимĕçе е ытти тавара сутăн илессине (госзакупки) муниципаллă учрежденисем мĕнле йĕркелесе пыраççĕ; Çакă тата ытти ыйтусене район администрацийĕн экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Г. Иванова хуравлама килĕшрĕ.

– Пирĕн районта муниципаллă заказсене вырнаçтарассипе район бюджетĕнчен укçа илекен пур организаципе предприяти тата 19 ял поселенийĕ ĕçлет. Ятарласа вĕреннĕ, сертификат илнĕ специалист çеç муниципаллă закупка ирттерме пултарать. Пирĕн ку енĕпе 17 специалист тата халь вĕренекенсем те пур.

– Камсене сертификатлă специалист теме пулать;

– “О размещении заказов на поставки товаров, выполнение работ, оказание услуг для государственных и муниципальных нужд” федераллă законпа килĕшÿллĕн, кашни муниципаллă заказчик комисси йĕркеленĕ. Вĕсем мĕнле ĕçленине шăпах эпир, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕ, пăхса тăратпăр. Палăртнă графикпа килĕшÿллĕн, финанс пайĕпе пĕрле тĕрĕслевсем ирттеретпĕр. Пĕлтĕр вĕрентÿ пайĕнчи учрежденисене пăхса тухнăччĕ. Кăçал çул пуçланнăранпа 5 ял поселенин администрацине тĕрĕсленĕ. Хальхи вăхăтра Ыхра Çырминче тĕрĕслеççĕ.

– Галина Валериановна, йăнăшсем, çитменлĕхсем пур-и;

– Пĕчĕк калăпăшпа илнĕ закупкăсенче çитменлĕхсем нумай, вĕсене пĕтерме предписани çырнă. Тата çакна каласшăн: суту-илÿ (торги) ирттерсен результатсене халăха пĕлтермелле.

– Республика Президенчĕ бюджет укçине пĕлсе усă курмалли, тĕрĕс тăкакламалли пирки асăрхаттарсах тăрать. Района килнĕ чухне ку енĕпе каланă çитменлĕхсене пĕтерессипе мĕнле те пулин йышăну тунă-и;

– М. Игнатьев муниципаллă учрежденисен ертÿçисене тавар хакĕсем тĕрлĕ пулнă пирки асăрхаттарнă хыççăн район пуçлăхĕ Н. Глухов августăн 20-мĕшĕнче хушу кăларчĕ. Унпа килĕшÿллĕн ĕç ушкăнĕ (рабочая группа) йĕркеленĕ. Халĕ кашни эрнере хаксен мониторингне тăватпăр, ĕç ушкăнĕнче пăхса тухатпăр. Муниципаллă учрежденисене эпир каланă хаксемпе усă курма сĕнетпĕр. Сăмах май, ĕç ушкăнне район пуçлăхĕ хăй ертсе пырать. Муниципаллă заказчиксем, Патăрьелĕнчи тĕп больница тата вĕрентÿ пайĕ, кашни эрнере ытларикун экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайне апат-çимĕçе мĕнле хакпа туяннине пĕлтерсе тăраççĕ.

Район администрацийĕ çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе çине тăрса ĕçлет. Муниципаллă учреждени ертÿçисене бюджет укçине ытлашши тăкакланăшăн пурне те асăрхаттарнă, халĕ вĕсен хăйсен финанс тĕлĕшĕнчен расхутланма тивет.

О.ПАВЛОВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика