18 сентября 2010 г.
Авăнăн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем ытларах халăх вăйĕпе, ăнланулăхĕпе татса памалли ыйтусемпе çыхăннă: октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ăнăçлă хатĕрленсе пысăк хастарлăхпа ирттерсе ярасси, обществăлла инфратытăм объекчĕсене 2010-2011 çулсенчи хĕллехи тапхăра хатĕрлесси, Чăваш Республикинчи власть органĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç хакĕсене сăлтавсăр ÿстернĕ пирки йышăннă комплекслă мерăсене вырăнсенче мĕнле пурнăçлани.
Информаци кунне “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э. Аблякимов ертсе пыракан ушкăн хутшăнчĕ.
Кун йĕркине лартнă ыйтусене чăн малтанах районти организаци, предприяти, учреждени, хуçалăх ертÿçисемпе сÿтсе яврĕç. Район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Г. Иванова, район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн обществăлла инфратытăм аталанăвĕн тата строительство пайĕн пуçлăхĕ И. Дикин, районти çырав уполномоченнăйĕ Г. Афанасьев канашлăва хутшăнакансене кĕске информацисемпе паллаштарнă хыççăн район пуçлăхĕ Н. Глухов кун йĕркине лартнă кашни ыйтăвах çивĕчлетрĕ. Чăн малтанах вăл Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн пĕлтерĕшĕ пирки кашни гражданин чĕре патне çывăха хурса ыйшăнмаллине каларĕ. Иртнĕ çырав итогĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 39300 çын шутланать. Пирĕн йыш вара унтан чылай пысăкрах, 43 пине яхăн. Çавăнпа та пирĕн кашни çынна шута илсе тивĕçекен укçа-тенке çухатмалла мар. Ясли-садсене, шкулсене, культура çурчĕсене тата ыттисене çĕнетесси те çакăнтанах килет-çке.
– Районта ырă улшăну тăвас тесен, пĕр шухăшлисем пĕрлехи вăйпа тăрăшмалла, халăх патне çакна тĕрĕс çитерсе ăнлантармалла, – терĕ район пуçлăхĕ çырав ыйтăвĕпе калаçăва çивĕчлетсе.
Малалла район ертÿçи кăçалхи шăрăх çанталăк условийĕсем кăларса тăратнă йывăрлăхсене вырăнсенче мĕнле татса пынипе паллаштарчĕ. Шăрăхпа пĕтнĕ культурăсемшĕн саплаштарма патшалăхран 38 миллион тенкĕ кĕнĕ. Вăл укçа-тенке тĕллевлĕ, вырăнлă усă курмалла. Хуçалăхсенче выльăхсен шутне чакармасăр хĕл каçмалли мелсем шырамалла. Хĕл пуриншĕн те ăшă та, тутă та пултăр.
Информаци кунне хутшăннă ертÿçĕсем умне “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Э. Аблякимов та, район пуçлăхĕ Н. Глухов та республикăри власть органĕсем кăларакан хушусене çирĕп пăхăнса ĕçлемеллине, вырăнсенче социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукцийĕсен хакĕсене сăлтавсăр ÿстерсе ямалла маррине, çак ĕçе çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине каларĕç.
Информаци кунне хутшăннă ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н. Осипова, ЧР шалти ĕçсен министерствин криминаллă милици начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан А. Николаев та кун йĕркине лартнă ыйтусене çивĕчлетсе тухса калаçрĕç.
Информаци кунĕн иккĕмĕш пайĕнче ятарлă ушкăнсем вырăнсене тухса халăхпа тĕл пулчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.
Э. Аблякимовпа Н. Глухов Аслă Чементи вăтам шкулта педагогсемпе, ял çыннисемпе йĕркеленĕ тĕл пулу уçă калаçупа иртрĕ. Ял çыннисем шыв ыйтăвне хускатрĕç, шкул автобусĕ пирки калаçрĕç, медицина тивĕçтерĕвĕн хăш-пĕр ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç тата ытти те. Район пуçлăхĕ вĕсене пурне те тивĕçлĕ хурав пачĕ, вырăнти власть органĕсенче малашне халăхпа ĕçлеме пултаракан хастарсем, пуçаруçăсем пулни пысăк пĕлтерĕшлине каларĕ.
Юлашки тĕл пулу Аслă Чемен ял çумĕнче кĕрлекен пысăк строительство объектĕнче–“Алтышево-Суйкăн-Аслă Чемен” вăрман урлă выртакан çул çинче ĕçлекенсемпе иртрĕ. Вуншар хăватлă техника тăрăшать кунта. Çывăх вăхăтра Патăрьелсемшĕн тепĕр аслă çул уçăлĕ.
А. Егорова.