18 сентября 2010 г.
Пирĕн район территорийĕ витĕр иртекен аслă çулпа “Пĕтĕм тĕнчери Килĕшÿлĕх чупăвĕ” факел эстафетин ушкăнĕ иртсе кайрĕ. Ыркăмăллăхпа юрату, ăнланулăх тĕллевĕпе инçе çула тухнă спортсменсене Шăмăршă районĕн чиккинче Патăрьел районĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов ертсе пыракан ушкăн хапăл туса кĕтсе илчĕ, сывă пурнăçпа çыхăннă пархатарлă йăла-йĕркене нумай çул тытса пыракан хастарсене малашне те хăйсен пуçарулăхне тăсса пыма ырă сунчĕ, район администрацийĕ ячĕпе эстафета ертÿçине, команда капитанне С.Хисамутдиновăна, район эмблемине ÿкернĕ парнесем пачĕ.
“Пĕтĕм тĕнчери Килĕшÿлĕх чупăвĕ” эстафета факелне хамăр район территорийĕнче кÿршĕри Шăмăршă районĕсенчен Сăкăтри вăтам шкулти спортсменсем йышăнчĕç. Малалла вара хамăр район территорипе Шăнкăртамри 2-мĕш, 1-мĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш, 2-мĕш, Ыхра Çырминчи вăтам шкулсем пĕр-пĕрне ырăлăхпа килĕшÿлĕх, ăнланулăх сунса факела алăран алла тыттарчĕç.
Юхма тăрăхĕпе Каçал чиккине çитсен пиншер çухрăм йăтса килнĕ кăвайта Комсомольскисем йышăнчĕç.
Авăнăн 20-мĕшĕнче эстафетăна хутшăнакансемпе тĕп хуламăрти Мухтав монуменчĕ умĕнче митинг ирттерĕç.
А. НИКОЛАЕВАĕ