22 сентября 2010 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕн «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн районти ял поселенийĕсен администрацийĕсем çак ыйтăва татса парас тĕллевпе 158 ветеранпа салтак арăмне шута илнĕ. Вĕсенчен 75-шĕ пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма ĕлкĕрнĕ.
Районта ыйтăва ăнăçлă татса парас тесе тимлеççĕ. Çак тĕллевпе çĕнĕ çуртсем тума виçĕ строительство организацине явăçтарнă. Вĕсем çаксем: “Энергострой”, “Стройкомфорт”, “Инвестрой” тулли мар яваплă обществăсем. Хальхи вăхăтра ветерансемпе вĕсен çемйисем валли 14 тата 27 хваттерлĕ çуртсем тума пикеннĕ. Патшалăх паракан пысăк тимлĕхшĕн ветерансем те кăмăллă.