АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçхи шăплăха çурса пăшал сасси янăранă

22 сентября 2010 г.

Пĕр каçхине 26 çулти çамрăк Патăрьелĕнчи Мир урамĕнчи кафене кĕнĕ. Çакскер темшĕн икĕ çынна килĕшмен. Комсомольски районĕнче пурăнакан 19-23 çулсенчи çамрăксем Шăнкăртам каччине урама илсе тухса темиçе хутчен çапса янă. Вăйсем пĕр пек маррине туйса илсе пирĕн район ачи юлташĕсене пулăшу ыйтса шăнкăравланă. Лешсем нумай кĕттермен, темиçе минутранах кафе умне вунă çынна яхăнах пухăннă. Патăрьелсен вăйĕ хăйсенчен иртме пуçласанах Каçалсем машининчен “Браунинг” сунар пăшалне кăларнă та унпа 6 хут кĕрслеттернĕ. 24-ри çамрăка урисенчен лектернĕ. Пăшала туртса илсен тепĕр пистолет кăларса тĕлленĕ. Хальхинче пуля 27-ри çамрăка амантнă.

Çапла тĕркешнĕ вăхăтра кÿршĕ районти хулигансем тарса ÿкнĕ. Каçхи шăплăхри пăшал сассипе йĕрке хуралçисем те çитнĕ, аманнисене больницăна ăсатнă. Таркăнсене тытнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика