22 сентября 2010 г.
Михаил Игнатьев Президент Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн йышĕ çинчен калакан указсене алă пуснă. Правительствăна çаксем кĕнĕ:
– Александр Николаевич Гончаров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн министрĕ;
– Иван Борисович Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ;
– Сергей Владимирович Павлов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ;
– Николай Васильевич Смирнов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ;
– Геннадий Семенович Федоров, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ;
– Светлана Александровна Енилина, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ;
– Роза Михайловна Лизакова, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ;
– Венера Михайловна Муллина, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ;
– Надежда Викторовна Прокопьева, Чăваш Республикин юстици министрĕ;
– Галина Петровна Чернова, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ.