22 сентября 2010 г.
Çак служба хăйĕн ĕçне авалах пуçланă. I Петĕр патша указĕпе йĕркеленĕскер, кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче 289 çул тултарĕ.
Саккунлăха çирĕплетес, граждансен прависене хÿтĕлес, право йĕркине сыхлакан, хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тăрас тĕлĕшпе тăрăшаççĕ те прокуратура ĕçченĕсем. Вăл шутра, паллах, Патăрьел районĕн прокуратури те Раççей Федерацийĕнчи прокуратура органĕсен централизациленĕ система структурин пĕр пайĕ пулнă май çак йĕркесене тĕпе хурса тимлет. Ăна юстицин аслă советникĕ Ю. Фуражников ертсе пырать. Хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе Юрий Алексеевич паллаштарма кирек хăçан та хирĕç мар, паянхи тĕл пулăва чĕнсен те вăрах кĕттермерĕ.
– Пирĕн коллектив пысăк мар: пурĕ те çичĕ çын çеç. Прокурор çумĕ В. Ягудин, прокурорăн аслă пулăшуçи В. Путяков, прокурор пулăшуçи Е. Иванова, Н. Ляллина аслă специалист, Н. Бородкин водитель, Е. Егорова уборщица тата эпĕ – прокурор.
Сăмах май каласан хам кунта ĕçлеме пикенсен тепĕр штат уçма пултартăмăр.
– Юрий Алексеевич, коллективпа паллаштарнă май хăвăрăн кăçалхи ĕçĕ-хĕлĕре тишкерсе тухар-ха...
– Оперативлă ĕçченсем тăваттăн çеç пулин те сакăр уйăх хушшинче саккунсене пăснă 889 тĕслĕх тупса палăртрăмăр. Саккунсăр 132 право актне протестленĕ, 326 представлени ярса панă, 356 тавăçлă заявленине суда тăратнă. Çавăн пекех административлă право йĕркине пăснă 67 тĕслĕх пирки ĕç тата 8 уголовлă ĕç пуçартăмăр. Кăçал тата пур пÿлĕмре те евроюсав турăмăр.
– Пĕтĕмĕшле кăтартусемпе паллă. Уçăмлатса тĕслĕхсемпе çирĕплетсен те аван пулĕччĕ.
– Тархасшăн. “Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлне йĕркелесси” федераллă саккунăн 14 статйин 1-мĕш пайĕнчи 18-мĕш пунктчĕпе килĕшÿллĕн кулленхи каяшсемпе çÿп-çапа ятарлă вырăна турттарассишĕн вырăнти поселенисем яваплă. Анчах та тивĕçе пурте кирлĕ пек туса пымаççĕ. Çут çанталăка сыхлас енĕпе саккунсене пăхăнманшăн та пĕрре мар тавăç тăратма тиврĕ.
Тĕслĕхрен, Патăрьел ял поселенийĕнчи Крепков урамĕнчи 73-мĕшпе 76-мĕш çуртсемпе “Союз” тулли мар яваплă пĕрлешĕвĕн кăлпасси цехĕ хушшинче, Дружба урамĕнче (МСО “Батыревская” хÿми çывăхĕнче), Патăрьелĕнчи “Юхма” рынок таврашĕнче çÿп-çап кÿмисем (несанкционированные свалки) тупса палăртрăмăр. Ку вара çынсен тăван тавралăхпа киленеслĕхне пăсни пулать. Çакнашкал тĕслĕхсем Пăлапуç Пашьел ял поселенийĕнче те вырăн тупнă.
Çÿп-çап куписен вырăнне йĕркелес тĕлĕшпе Тутар Сăкăт, Ишлĕ, Пăлапуç Пашьел ял поселенийĕсенче çитменлĕхсем пĕрре мар тĕл пулчĕç.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕçре саккуна пăснă 6 тĕслĕх палăрчĕ. Вăл шутра Патăрьел ял поселенийĕн пуçлăхĕн хушăвне саккунпа килĕшсе тăман пирки хирĕçлеме тиврĕ.
Граждансен ĕçлев прависене хÿтĕлессипе те тимлетпĕр. Уйрăмах ĕç укçине вăхăтра тÿлес йĕрке çирĕп сăнавра тăрать. Сакăр уйăхра çакнашкал йĕркене пăснă 240 тĕслĕх тупса палăртнă. Çавăн пекех çул çитмен çамрăксем те хумхантараççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе пĕрле шкул ачисене суту-илÿ предприятисенче сигарет, сăра сутассине пăрахăçлас тĕлĕшпе рейдсем йĕркелетпĕр. Тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче вĕри апатпа тивĕçтересси еплерех шайра пулнине те сăнасах тăратпăр.
Ял поселенийĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнлерех пурнăçланипе те кăсăкланатпăр.
–Юрий Алексеевич, коррупци пирки массăллă информаци хатĕрĕсенче час-часах çивĕч материалсем кун çути кураççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче лару-тăру еплерех;
–Çапла. Паллах, эпир те айккинче юлмастпăр. Прокуратура коррупцие хирĕç тăрассипе куллен вирлĕн ĕçлесе пырать: айăплисем саккун умĕнче тивĕçлипе явап тытаççĕ. Паянхи куна коррупци палăрăмлă 57 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕсенчен 26-не хирĕçленĕ, 25 представлени ярса панă, 5 уголовлă ĕç пуçарнă.
Район прокуратури граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене, саккунлă интересĕсене малашне те шанчăклă хÿтĕлĕ. Саккунсене пăсма никама та ирĕк паман.
А. КОЗЛОВ калаçнă.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Кĕске справка
Юрий Алексеевич Фуражников Еншикре çуралнă. Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухсан çар службине Афганистан çĕр-шывĕнче ирттернĕ. Мускаври патшалăх университечĕн юридика факультетĕнче вĕреннĕ. Саккун хуралĕнчи ĕç стажне Комсомольски районĕн прокурорĕн пулăшуçинчен пуçланă. Елчĕк, Шăмăршă районĕсен прокуратурине ертсе пынă, 2007 çултанпа Патăрьел район прокурорĕ.