АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕшÿре – çитĕнÿ

22 сентября 2010 г.

“Саккăрăн сак тăрăх чупаççĕ” текен каларăш аваллăха юлчĕ пулсан та кил-çурт таврашĕнче 2-3 ача сасси янăрани мĕн тери илемлĕ! Çемьен пуласлăхĕ, çĕр-шыв пуласлăхĕ шăпах çак шăпăрлансенче пулнине туятăн. “Амăшĕн капиталĕ” программа ĕçлеме тытăнни те çемьере йыш хушас ĕмĕтлисен шутне ÿстерчĕ. Паян чылай ашшĕ-амăшне район центрĕсемпе хуласенче чун тĕпренчĕкĕсене вырнаçтарма ача сачĕсенче вырăн çукки пăшăрхантарать. Ялти ача сачĕсенче çак йывăрлăхсем палăрсах каймаççĕ-ха. Аслă Чемен ял тăрăхĕнче тăван кĕтесрех тĕпленме тĕллев лартнисем пурри савăнтарать. Ашшĕ-амăшне те çăмăллăх, ял пуласлăхĕ те вĕсенчех. Сăмахăма пуласлăх калчисене пĕрремĕш утăмсем тума хăнăхтарса пыракан ача сачĕ пирки хускатасшăн.

Аслă Чементи “Хунав” ача сачĕ районта чи лайăххисен шутĕнче. 2006-2007 çулсенче “Чи лайăх вĕренÿ объекчĕ” ята çĕнсе илме пултарнă. РФ Вĕрентÿ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ О. Тимайкина тивĕçлĕ канăва кайсан, коллектив воспитатель пулса ача сачĕнче тăрăшакан Н. Адидатовăна ертÿçĕн ĕçне пурнăçласа пыма шаннă. Паянхи кун шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырать Наталия Ивановна. Çитĕнÿ тăвасси коллектив туслă та пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленинчен те чылай килет. А. Васильева, А. Фролова, С. Мрелькина, В. Тарасова воспитательсем садик уçăлнă кунранпах вăй хураççĕ, ĕçре çĕнĕлĕхсемпе усă курма тăрăшаççĕ. Район шайĕнчи семинарсене пирĕн ача сачĕнче те ирттереççĕ. Шăпăрлансем район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнни те садик ятне çÿле çĕклет. Ача сачĕ ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнура. Кăçал вăл çăвĕпех ачасене йышăнчĕ. Унта 2-4 çулхисем пулчĕç. Çав хушăрах ача садне сăрласа çĕнĕ сĕм кĕртрĕç. Кĕçĕн çулхисен ушкăнĕнче урайне çĕнĕ линолеум сарнă. Шăпăрлансене вылямалли площадкăра та курса тĕлĕнмелли темĕн чухлех: шывĕ те юхса выртать, каçса çÿреме кĕперĕ те пур, шăна кăмпи евĕр курăнакан сĕтел тата ытти те. Кунта чунĕсене парса вăй хуракансем кашни çулах мĕн те пулин çĕнни ăсталама тăрăшаççĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне 2 ушкăна 40е яхăн ача çÿреме тытăннă. Ушкăнсенче çутă, таса. Тĕрлĕ тĕслĕ çĕнĕ теттесем чылай, ашшĕ-амăшĕ парнеленисем те пур. Меню та пуян.

Л. Ежова.

Шыçă чирĕсенчен, диабетран

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика