АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комплекс çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлесе кайĕ

25 сентября 2010 г.

Çĕр-шыв экономики йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ тапхăрта чылай тĕреклĕ колхоз-совхоз хавшаса юлчĕ, хăшĕсем панкрута тухрĕç, юхăнчĕç, саланчĕç... Вăхăтĕнче районта кĕрлесе çеç тăракан сысна самăртакан “Южное” комплекс та ахрат çырминчен тухаймарĕ. Саланнă чухне сакăр алăк тенĕ евĕр, темиçе çул хушшинче витесен кăшкарĕ çеç тăрса юлчĕ темелле. Район ертÿçисем арканнă хуçалăх çине алă сулнă пулсан, çак таранчченех кунта вăрçă кĕрлесе иртсе кайнă хыççăнхи евĕр ÿкерчĕк пулатчĕ-тĕр. Паян вара комплекс çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлесе кайма хатĕрленет. Çывăх вăхăтрах кунта хĕрÿ ĕç шавĕ пуçланĕ. Çак кунсенче пирĕн хаçат сотрудникĕ район пуçлăхĕн çумĕпе, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай пуçлăхĕпе М.М. Калмыковпа тĕл пулнă, хальхи вăхăтра комплексра пыракан ĕç-хĕлпе паллаштарма ыйтнă.

– Мансур Миневелиевич, нумай вăхăт хушши хуçасăр юхăнса ларакан комплекс çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнине район халăхĕ те кĕтет. Кирек мĕнле пулсан та çакă çынсемшĕн хушма ĕç вырăнĕ, районшăн лайăх услам пулмалла-çке. Паян унăн хатĕрлĕхĕ пирки мĕн калама пултаратăр;

– Район центрĕпе Пăлакасси ялĕ хушшинче вырнаçнă комплекса çак кунсенчех пысăк тухăç паракан ăратлă сысна амисен пĕрремĕш ушкăнне илсе килмелле. Комплекс хăвачĕ питĕ пысăк. Кунта харăсах тĕрлĕ вăхăтри 24 пин пуç сысна пулмалла. Вĕсенчен 950-шĕ ăратлă сысна амисем. “Юрма” агрохолдинг темиçе çул хушшинче юхăннă лаптăка хăй хÿттине илсе çĕнĕ çул хыççăн кунта питĕ нумай ĕç пурнăçларĕ. Кунти пилĕк позицие (витесене çапла калаççĕ) хушса çÿлелле хăпартнă, тăррисене çĕнетнĕ, çĕр чавса шыв башнине лартнă, пăрăх хурса тухнă, кантур çуртне мĕн пур кирлĕ условисене шута илсе çĕнетнĕ тата ытти те. Нумай пулмасть вара Испанинчи “CAVENCO” фирма оборудованисене вырнаçтарчĕ. Строительсен генподрядчикĕ – “СУОР” тулли мар яваплă общество.

– Пирĕн районта ăратлă сысна ĕрчетекен хуçалăхсем паян та пур-ха. Çак ĕçе “Труд”, “Красное знамя”, “Звезда” хуçалăхсем тытса пыраççĕ. Комплексрипе танлаштарсан вĕсен технологийĕ чылай уйрăлса тăрать пулĕ;

– Çĕрпе пĕлĕт пекех темелле. Чăн малтанах кунта санитарипе эпидемиологи йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Позицисенче хĕлле те, çулла та яланах пĕр пек сывлăш температури: 18-22 градус. Кунти мĕн пур ĕçе кăткăс механизмсем тата автоматсем пулăшнипе йĕркелеççĕ. Кашни ĕçе операторсем компьютерпа сăнаса тăраççĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Комплекс хупă циклпа ĕçлет. Урăхла каласан ниçтан та урăх выльăх турттарса килмеççĕ, пĕтĕмпех амасене çăвăрлаттарса кĕтĕве пысăклатаççĕ.

– Ăратлă фермăна кирлĕ пек тытса тăрас ĕçре пахалăхлă апат пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ...

– Паллах. “CAVENCO” фирма рецепчĕпе выльăхсене кашни ушкăна ятарлă шайлашуллă концентраци апатне параççĕ. Пĕтĕлентерекеннисене пĕр рецепт, çăвăрлакан амасене урăхла рецепт, ÿстерме хупнă çурасемпе самăртаканнисен каллех урăхла “меню”. Мĕн пур йĕркене çирĕп пăхăнсан самăртакан сыснасем талăкра 750, ÿстерме хупнисем 420 грамм ÿт хушса пымалла. Амасем вара икĕ çулта пилĕк хутчен çăвăрламалла. Кашни амаран вăтамран 15-18 çура илмелле.

– Мансур Миневелиевич, октябрь çуррисенче ĕçлесе кайма хатĕрленĕ комплекса миçе çын ĕç кĕнекипе вырнаçма пултарать-ши;

– Хатĕрленÿ тапхăрĕнче кунта çĕр çын ытла та ĕçлерĕ. Комплексри хăватлă оборудованисем пĕр тикĕссĕн ĕçлесе кайсан вара тĕрлĕ ĕçре 42 çын пулĕ. Вăл шутра пĕр тĕп врач, тăватă ветврач, тăватă ветсанитар, тĕп бухгалтерпа экономист, инженер, каçхи оператор тата ытти те. Вĕсенчен çуррине яхăн аслă пĕлÿллĕ специалистсем. Ĕç укçи те сахалах пулмалла мар. Унпа пĕрлех кашни работникăн яваплăхĕ те пысăк.

– Мансур Миневелиевич, тавах сире калаçушăн. Çĕнĕрен чĕрĕлекен комплекс та пысăк вăй-хăватпа ĕçлесе кайтăр.

А.НИКОЛАЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика