25 сентября 2010 г.
Пикшик ял поселенийĕнче 90 çул тултарнă аксакалсене пÿрнепе те шутласа тухма пулать. Вĕсенчен пĕри – Нурлигаян Зиннетулловна Салахова. Çак кунсенче кинемей хăйĕн пысăк савăнăçне ачисемпе, 20 мăнукĕпе, мăнукĕсен 19 ачипе, виççĕмĕш сыпăка сарăлса çитнĕ мăнукĕсен çичĕ ачипе, тăван-пĕтенĕпе пĕрле пайланă. Ача амăшĕ героиня пысăк чыса, хисепе чăнласах та тивĕçлĕ. Вĕсем мăшăрĕпе, Нурулла Халиуллович вăрçă участникĕпе, вун пĕр ача çуратнă, тăххăрăшне пăхса çитĕнтернĕ, ура çине тăма, çемье çавăрма пулăшнă. Нурлигаян аппа паян кĕçĕн ывăлĕпе Ильдарпа тата Дания кинĕпе килĕштерсе пурăнать. Кинемей ăс-тăн тĕлĕшĕнчен те çирĕпех-ха: мăнукĕсене те ас тăвать, хуçалăхри хăш-пĕр ĕçсене те явăçать.