29 сентября 2010 г.
Кăçалхи çу кунĕсенче республикăри, ытти регионсенчи вăрмансенче, уйрăм хуçалăхсенче хыпса илнĕ вут-çулăм сехетпе çеç мар, талăкĕпе, эрнипе те алхасса чылай сăтăр турĕ, тăкак кÿчĕ. Турă сыхланипе те, хамăр асăрханнипе те пулĕ пирĕн тăрăхри вăрман таврашĕнче пысăк çухатупа çыхăннă çакнашкал инкек пулмарĕ. Çапах та шăп та лăп вăрах шăрăх тăнă тапхăрта Шăнкăртамра икĕ хутчен те темиçешер кил харăс çунса кайса вут мăшкăлĕ пулчĕç. Ял халăхĕ, тăван-пĕтенĕ пулăшнипе вĕсем йывăрлăха ирттерсе пыраççĕ темелле.
Çуллахи шăрăх тапхăрта, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, пушарсен шучĕ тăруках ÿссе кайрĕ. Хальхи вăхăтра районти пушар хуралĕнче çакнашкал 31 тĕслĕхе шута илнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтри пекех.