02 октября 2010 г.
Авăнăн 24-мĕшĕнче Тикешре çулпа утса пыракан вун пĕр çулхи хĕрача çине çăмăл автомашина кĕрсе кайнă. Тĕпченĕ хыççăн водитель пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулни палăрнă. Унсăр пуçне ăна маларах çул çинчи йĕркене пăснăшăн водитель правинчен те хăтарнă пулнă.
Пĕрремĕш ушкăн инваличĕ автомобильне алăпа усă курса çÿремелле тума хăй тĕллĕн сцеплени, тормоз, газ педалĕсен конструкцине улăштарнă. Çапла майпа вăл çула тухса çÿренĕ, анчах хăрушсăрлăх тĕлĕшĕнчен çăмăл автомашина тивĕçтермен. Çак сăлтавпах ĕнтĕ водитель çулпа пыракан хĕрача çине кĕрсе кайса ăна йывăр амантнă. Хĕрачана çийĕнчех районти тĕп больницăри реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă. Халĕ ăна вăрах вăхăт сиплеме тивет. Авăнăн 27-мĕшĕнче водитель пирки РФ Уголовлă кодексăн 264 статйин I пайĕпе уголовлă ĕç пуçарнă.