АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç укçине вăхăтра тÿлемелле

02 октября 2010 г.

Район прокуратури ĕçшĕн тÿлесси çинчен калакан саккуна мĕнле пурнăçласа пыни пирки тăтăшах тĕрĕслевсем ирттерет. Çурлан 27-мĕшĕнче йĕркеленĕ тĕрĕслевре çакă палăрнă: “Чулпан” ял хуçалăх производство кооперативĕн управляющийĕ Т. Мухаметов ĕçлекенсене РФ Конституцийĕн 37 статйине, РФ Ĕç кодексĕн 136 статйине пăхăнмасăр ĕç укçине вăхăтра паман, Федераллă саккунпа çирĕплетнĕ ĕç укçин чи пĕчĕк размерне те пăхăнман. Çакнашкал йĕркене пăсни унăн иккĕмĕш хут пулнă.

“Чулпан” ял хуçалăх производство кооперативĕнче утă уйăхĕнче ĕçлекенсене шалу тÿлемен. Асăннă предприятин çурлан 1-мĕшĕ тĕлне 10 работника 8622,65 тенкĕ укçа парăм пур. Унсăр пуçне предприяти РФ Ĕç кодексĕн 136 статйине пăхăнмасăр ĕç укçине уйăхне пĕр хутчен çеç тÿлет, ĕçлекенсене расчет хутне памаççĕ, ăна ертÿçĕ çирĕплетмен, шалăва ытти формăпа тÿлессине те нимĕнле актпа та палăртман.

Предприятире РФ Патшалăх статистика комитечĕн Постановленине пăхăнман фактсем те пур: приказсене пĕрешкел формăпа çырмаççĕ, ĕç кĕнекисене шута илекен кĕнеке, работниксем пирки çырнă уйрăм карточка çук.

Ĕçре маларах асăннă саккунлă йĕркесене пăхăнманшăн “Чулпан” ЯХПК управляющине Т. Мухаметова район прокурорĕн постановленийĕпе Чăваш патшалăх инспекцийĕ 2100 тенкĕ административлă штраф панă, çитменлĕхсене пĕтерме хушнă. Апла пулин те Т. Мухаметов çав йăнăшах тепĕр хут тунă. Çавна май ăна РФ административлă йĕркене пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.27 статйин 2 пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă.

Авăнăн 13-мĕшĕнче районти пĕрремĕш суд участокĕн миравай судйин постановленийĕпе “Чулпан” ЯХПК управляющине Талип Халипович Мухаметова пĕр çуллăха квалификаци прависĕр хăварнă. Асăннă тапхăрта вăл ертÿçĕре ĕçлеймест.

Ю. ФУРАЖНИКОВ,

район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика