02 октября 2010 г.
Вунă çул ĕнтĕ Натюк аппа кун çутипе тĕнче илемне кураймасть. Ун вырăнне вара вăл пурне те туять: ыр çанталăк пăсăлас чухне çĕр çул тултарнă кинемейĕн ал-ури сурать, шăмшакĕ йăтса илме çук йывăрланать, хăйсем патне хăна-вĕрле килес умĕн ун çумĕнчен кайма пĕлмен йăпăлти кушакĕ чарăнма пĕлмесĕр питне çăвать, апат çиме тăмалла чухне мăнукĕн пĕчĕк ачи вăратать... Çемьери ĕç-пуçа, ялти лару-тăрăва вара вăл калаçусенчен илтсе пĕлсе тăрать. Юлашки вăхăтра ăна тухса çÿреме мар, тăрса ларма та йывăр.
Пĕр ĕмĕр каялла çут тĕнчене килнĕ хĕрарăм чăтăмлăхне шăпа тĕрлĕ енлĕ тĕрĕсленĕ. Çемьере саккăрăн сак тулли ÿснĕ вĕсем: тăватă ывăл та тăватă хĕр. Мĕскĕн хресчен ачи-пăчишĕн нимĕн те ытлă-çитлĕ пулман: çи-пуçĕ те, юр-варĕ те. Йышлă ачана пăхса çитĕнтерме çăмăл мар-çке. Çавăнпах ĕнтĕ Натюк та амăшĕпе пĕрле çĕрĕ-çĕрĕпе чĕпкуç çутипе кĕпе-йĕм валли пир тĕртнĕ, çулла шăллĕсемпе урапапа туртса выльăх усрамашкăн апат хатĕрленĕ... Арçын ачисем ÿссе çитсен ашшĕ-амăшне пулăшĕç темелĕх те пулман. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçлансан вĕсем тăваттăшĕ те умлă-хыçлă салтак тивĕçне пурнăçлама тухса кайнă. Шел, шăпи вара пурин те пĕрешкел, синкерлĕ пулса тухнă. Харăсах тăватă тĕпренчĕкне çухатнă амăшĕ татăлса йĕнине халĕ те ас тăвать Наталия Николаевна. Каярахпа вара хăйне те çакнашкал хуйха чăтса ирттерме пÿрнĕ.
Ÿссе çитсе ăс-тăн çирĕпленсен пĕр урамра, хăйсенчен чалăшла çеç пурăнакан Яккупа çемье çавăрнă. Натюк аппан хунямăшĕ ялта правур та харсăр, ĕçчен çын шутланнă. Çамрăк кин ăна тÿрех пур енĕпе те юранă: ĕçĕпе те, чĕлхи-çăварĕпе те, тараватлăхĕпе те... Çемьере каярахпа умлă-хыçлă виçĕ ача çуралнă. Икĕ хĕр те пĕр ывăл. Анчах вĕсене мăшăрĕпе ÿстерсе ура çине тăратма пÿрмен хĕрарăма. Вăрçă пуçлансанах Яккăва салтака кайма ят тухнă. Йывăр вăхăтсем пулсан та вăл мăшăрĕпе тăтăшах çыхăну тытса тăнă. Çине-çинех çыру янă, ачисем пирки, пурнăçа мĕнле сыпăнтарса пыни çинчен кăсăкланнă. 1943 çулхи август уйăхĕнче килнĕ виç кĕтеслĕ çыру вара юлашки пулнă.
– Ун чухне эпĕ иккĕ тултарнă ача çеçчĕ. Çак хурлăхлă хыпара илнĕ хыççăн аннепе асанне урайĕнче йăваланса йĕнине тĕлĕкри пек тĕтреллĕ ас тăватăп. Ÿсерехпе вара атте Ленинград облаçĕнчи Михайловка ялĕнче вилнĕ тени пуçра çырăнса юлнă – каласа парать салтак арăмĕн ывăлĕ.
– Çамрăкрах чухне нихăçан та çак çула çитетĕп тесе шутламан. Мăшăрăмпа 11 çул çеç пурăнса куртăм, ытти çулĕсене вара паянхи кунчченех ачасемпе мăнуксене ура çине тăратма пулăшас тесе тăрăшрăм. Çемьесем лайăх пăхнăранах çак çула çитрĕм пуль. Пехил вĕсене пурне те – чи-чи кĕçĕн мăнукĕн ачине çупăрланă май калаçăва хутшăнчĕ Натюк аппа.
Наталия Николаевнăран вăрăм ĕмĕрĕн вăрттăнлăхне ыйтсан кĕскен çеç: “Эрех-сăрапа иртĕхмен, чирлесе курман, пушă вăхăтра алă усса ларман, тăтăшах ĕçлеме юратнă”, – терĕ.
Хĕрĕх çула яхăн пĕрле пурăнакан Римма кинĕ те çакнах çирĕплетрĕ. Колхозран ĕçлесе килсе ывăннине пăхмасăрах вăл яланах кил-тĕрешре кăштăртатнă, ал ĕç тунă, вĕсен ачисене пăхнă. Римма Васильевна ĕмĕр тăрăшшĕпех, 38 çул, сысна ферминче ĕçленĕрен хăш-пĕр ĕçсем хунямăшĕ çине ытларах тиеннĕ пулĕ. Çапах вăл ăна нихăçан та палăртман.
Паян Аслă Чементе пурăнакан Н.Маназыпова салтак арăмĕ ачисемпе те мăнукĕсемпе çеç мар, килте ăна пăхакан аслă тата кĕçĕн кинĕсемпе те савăнать. Нумай пулмасть çеç ватă асламăшпе кукамăшне 100 çул тултарнă ятпа саламлама мĕн пур мăнукĕ килнĕ. Кинемей вара вĕсене пурне те пехил панă, хăй пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма ырă суннă.
А. ЕГОРОВА.