06 октября 2010 г.
Çак кунсенче район пуçлăхĕ Н. Глухов ячĕпе Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерствин Тав çырăвĕ килнĕ. Унта авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри тĕн пĕрлешĕвĕсен хутшăнăвне йĕркелекен канаш членĕсемпе ирттернĕ семинар-канашлăва районта çÿллĕ шайра, тулли культурăллă программăпа ирттерсе яма пулăшнăшăн тав тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ республикăра тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнакан районсенчен пĕри. Православи тата мăсăльман тĕнĕн йăла-йĕркине тытса пыракансем килĕштерсе пурăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки çулсенче районта çĕнĕ чиркÿсем, мечĕтсем тăваççĕ, киввисене юсаса çĕнетеççĕ. Çакă çамрăксене кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен кирлĕ пек воспитани пама пулăшать.
Культура министерствин Тав çырăвĕнче малашне те нацисем хушшинчи килĕшĕве тытса пырас пирки каланă.