АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурсран – премипе

06 октября 2010 г.

Республикăра пĕрремĕш хут çынсем хăйсем тĕллĕн пуçтарнă тракторсен конкурсĕ “ХХI ĕмĕрти Кулибин” ятпа иртрĕ. Унта хутшăнакансемшĕн ытлашши чару пулман: транспорт пухнă чух хуть мĕнле двигательпе те усă курма юранă, кустăрмасен шучĕ иккĕ е ытларах пулмалла, виçи те ирĕклĕ пулнă. Чи кирли – техникăн тăпраллă çулпа 500 метртан кая мар каймалла тата хускатнă чухне механика вăйĕпе кăна усă курмалла.

Тÿресем конкурса хутшăнакансем хăйсен пултарулăхĕпе пысăк квалификациллĕ инженер конструкторсенчен пĕрре те кая маррине палăртнă. Вĕсем тĕрлĕ машина двигателĕсене пуçтарса кил хуçалăхри ĕçсене тунă çĕрте усă курмалли, тĕрлĕ операци тăвакан транспорт шутласа кăларнă. “Кулибинсем” çăмăл тата груз турттаракан автомобильсен, мотоциклсен, тракторсемпе комбайнсен юрăхсăра тухнă пайĕсене сая яман.

“ХХI ĕмĕрти Кулибин” конкурса пирĕн тăрăхран район администрацийĕн АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕ И. Васильев (ÿкерчĕкре) хăй вăйĕпе пуçтарнă пĕчĕк тракторпа хутшăннă. Республика шайĕнчи конкурсра вăл ăсталанă техника “Ял хуçалăх машини” номинацире иккĕмĕш премие илме тивĕçнĕ.

– Ку конкурса хутшăннăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Çынсем килти условисенче мĕнле техника ăсласа кăларнине курни хăех мĕне тăрать! Çавăн пекех пĕр-пĕрин опычĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашрăмăр, – терĕ Илья Вячеславович конкурсран таврăннă хыççăн.

О. Павлова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика