АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тĕллев–чиртен хÿтĕленесси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнасси!

06 октября 2010 г.

2001 çултанпа çĕнĕ йышши, пысăк пахалăхлă, сывă апат-çимĕçпе ытларах та ытларах усă кураççĕ. Ун пекки Раççейре те, СНГна кĕрекен çĕр-шывсенче те çук. Ку вăл – “Злата пальма” хĕрлĕ пальма çăвĕ. Вăл 100 проценчĕпех çут çанталăкри ÿсен-тăран çăвĕ, А провитаминăн (каротиноидсен), Е витаминăн (токоферолсемпе токотриенолсен) тата G 10 коферментсен (убихинон) тĕнчере чи пуян çăл куçĕ. Этем сывлăхне çирĕплетес ĕçре вĕсем питĕ пысăк вырăн йышăнаççĕ, мĕншĕн тесен питĕ хăватлă антиоксидантсем шутланаççĕ, пирĕн организма ирĕклĕ радикалсенчен – чир-чĕр пуçаракансенчен, ир ватăлтараканскерсенчен – упраççĕ. Çакă та пĕлтерĕшлĕ: ытти çусенче (олива, хĕвел çаврăнăш, кукурус, соя) каротиноидсемпе токотриенолсем çук.

Токотриенолсем юнри сиенлĕ холестерин шайне чакараççĕ. Артерисенче тромбсем пулса каясран хÿтĕлеççĕ, атеросклероз тĕввисене аркатаççĕ, шыçă клеткисем ÿсессине пĕтереççĕ, ÿт-тире хÿтĕлеççĕ: каротинсем организма сывлăшри сиенлĕ хутăшсенчен; сывласа илнĕ чухне клеткăсенче пухăнакан, пирус туртнă чухне тата организма таса мар сывлăшпа лекекен ирĕклĕ радикалсенчен (чир пуçаракансенчен, ир ватăлтараканскерсенчен) хÿтĕлеççĕ. Клеткăсем пурăна-киле сиенлĕ пулса каясран сыхлаççĕ; çăварăн лăймака сийĕ, хырăмлăх тата амалăх мăйĕ чирлесен сиплĕ витĕм кÿреççĕ; шыçă чирĕсемпе аптрас, вăхăтсăр ватăлас хăрушлăха чакараççĕ, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем тата катаракта аталанасран упраççĕ.

G 10 кофермент – организмшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл клеткăсене вăй-хăват парать, çавна май чĕрепе аптраса ÿкесрен, иммун тытăмĕ япăхланасран, мышцăсен вăйсăрлăхĕнчен, ÿпкепе пĕвер чирĕсенчен, усал шыçă чирĕсем аталанасран хÿтĕлет.

З.П. Нестерова, 86 çулта, Шупашкар районĕ, Кÿкеç поселокĕ.

– Эпĕ пĕвер, вар-хырăм, пыршăлăх, пуç ыратнипе хытă аптраттăм. Апата суйласа çиме тиветчĕ. Ват йÿçĕ тухатчĕ. Пуç вăйлă ыратнăран вырăнпах выртас хăрушлăх пурччĕ, картари выльăхсене тухса пăхмалла пулнă-çке – алăк хăлăпĕнчен çыхнă кантраран тытса туртăнса ура çине тăраттăм. Çĕрле час-часах ыйхă килменнипе аптраттăм.

2009 çулхи май уйăхĕнче “Злата пальма” çу ĕçме пуçларăм. Паянхи кун эпĕ куçлăхсăрах (маларах Ç 3,5 виçеллине тăхăннă) хаçат вулатăп. Çĕрле ыйхă та канлĕ. Çăмарта, çĕр улми кăна мар, кишĕр, пан улми тата ытти чĕрĕ çимĕç те çиекен пултăм. Маларах асăннă чирсем канăçсăрлантармаççĕ ĕнтĕ. Пуç ыратнăран лĕпке çине купăста, хупах çулçи хураттăм, эмелне те сахал мар ĕçнĕ – нимĕн те пулăшман. Халĕ вара вырăн çинчен çăмăллăнах тăратăп – кантра та кирлĕ мар. Выльăх-чĕрлĕхе хамах пăхатăп, пахчари çĕр улмине пĕччен кăларса пĕтертĕм – ывăннине сисмерĕм. Пуç ыратмасть, вăй кĕнине туятăп. Час-часах Шупашкара кайса килетĕп. Çак тĕлĕнмелле сиплĕ “Злата пальма” çăва малашне те ĕçсе пурăнасчĕ.

Вăл мана вырăнпах чирлесе выртасран хăтарчĕ.

Сăмах май, “Злата пальма” çу чĕрепе юн тымарĕсене çирĕплетет, сахăр диабечĕ чухне ăна çитекенни çук, шыçă (онкологи) чирĕсенчен сыхлать, уйăх хушши пăсăлсан пулăшать (сăмахран, вĕрилентерсе яракан сăлтавсене сирет) хырăмлăхăн шыçă чирĕсенчен, вун ик пумăклă пыршă шыçсан лайăх витĕм кÿрет. Эрех-сăра чирĕ, астма, аллерги, геморрой, депресси, ÿт туйми пулни (онемение), ÿт чикни (покалывание), çурăм шăммин пÿсĕрĕ тата ытти чирпе кĕрешни çинчен тата “Злата пальма” çу пирки тĕплĕнрех пирĕн офисра сутакан пособисене тата ытти брошюрăна вуласа пĕлме пулать. Вĕсене сутăн илме те май пур.

“Злата пальма” çăва тутанса пăхас, çавăн пекех сывлăх, илем парнелекен продуктсене туянас тесен çак адреспа пымалла:

Шупашкар хули, Хусанкай урамĕ, 14-мĕш çурт, 1-мĕш хут, 123-мĕш офис. “Победа” кинотеатр тата “Хусанкай урамĕ” чарăнусем, АУО НПО “Системпром” çурчĕ. Ĕç вăхăчĕ 9-18.30 сехетсенче, шăматкунпа вырсарникун – 10-15 сехетсенче. Ыйтсан çăва киле леçсе параççĕ.

Тел.: 8-9278556568, 22-58-14. (1717).

Усă курма пуçличчен специалистпа канашламалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика