09 октября 2010 г.
Çĕрпÿри аграрипе технологи техникумĕнче республикăри професси училищисенче “Ял хуçалăх производствин мастерĕ” профессие алла илекенсен республика шайĕнче олимпиада иртнĕ. Олимпиадăн тĕп тĕллевĕ çамрăк ĕçченсен професси ăсталăх шайне палăртасси, вĕрентÿ процесне педагогикăн инновациллĕ технологисене пурнăçа кĕртесси, яш-кĕрĕм хушшинче рабочи профессийĕ хальхи пурнăçра сумлă иккенне палăртасси пулнă.
Районти професси училищинче вĕренекенсен пĕлĕвне лайăхлатассишĕн сахал мар тимлĕх уйăраççĕ. Студентсем виççĕмĕш çул ĕнтĕ социаллă партнерсем патĕнче–ăçта чаплă техника тата мастерсăр пуçне производство наставникĕсем пур – практика ирттереççĕ. Çакă та асăннă олимпиадăна хутшăннă А. Цыганова сухалакан агрегатпа пĕлсе тата ăста усă курнăшăн диплом илме май панă. Александр Патăрьелĕнчи професси училищин 301-мĕш ушкăнĕнче “Ял хуçалăх производствин тракторист-машинисчĕ” профессие вĕренет.
Олимпиадăра вĕренекенсем теори пайне тата практика ĕçĕсене мĕнле шайра пĕлнине кăтартса панă. Хăйсем алла илекен профессие компьютер тесчĕпе тата çул-йĕр правилине билетпа тĕрĕсленĕ. Практика пайĕнче МТЗ-1221 маркăллă тракторпа сухаласа кăтартнă.
(Хамăр корр.).