09 октября 2010 г.
Çак кунсенче Шупашкарта пурăнакан Валерий Сильвестрович Федотов летчикпа, тăван яла курма килнĕскерпе, тĕл пулса калаçма май килчĕ. Запасри офицер манăн ыйтусене хаваспах хуравлама кăмăл турĕ.
– Валерий Сильвестрович, вулакансене малтанах хăвăрпа паллаштарăр-ха. Ăçта çуралнă, хăш шкулсенче вĕреннĕ;
– Манăн çуралнă вырăн – Новороссийск хули. Атте – Сильвестр Николаевич – тинĕс пехотин офицерĕ, анне – Вера Васильевна – вырăс чĕлхи учительници. Эпĕ пилĕк-ултă çулта чухне, атте запаса тухсан, унăн тăван енне, Ишле куçса килтĕмĕр. Ишлĕри вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. 1977 çулта Балашовскри летчиксен аслă çар авиаци училищине вĕренме кĕтĕм.
1981-1985 çулсенче Литвара ИЛ-76 çар-транспорт самолечĕн иккĕмĕш пилочĕ, 1988 çулччен Иваново хулинче АН-22 “Антай” самолет командирĕн помощникĕн должноçĕсенче çар службине малалла тăсрăм. 1988 çултанпа ИЛ-76 самолет командирĕ. 1990 çулта авиаци отрячĕн командирĕ.
– Летчик пулас ĕмĕт чун-чĕрере хăçан тĕвĕленнĕ-ши;
– Ача чухне эпĕ летчиксем çинчен çырнă кĕнекесене вулама, ятарласа ÿкернĕ “Аэродром не принимает”, “Балтийское небо”, “Крылатые защитники”, “Хроника пикирующего бомбардировщика”, “Повесть о настоящем человеке” тата ытти фильмсене курма, хамăр ял çийĕн вĕçсе иртекен самолетсене куç илмесĕр пăхса тăма юрататтăм.
– Тен, Ишлĕ каччисем те сирĕн самолет çинчен сикнĕ;
Кировобад дивизийĕн десантникĕ Сергей Прокопьев темиçе хутчен те манăн самолет çинчен сикнĕ. Ун патне казармăна та кайса курнăччĕ.
– Мĕнле вăрçăсене хутшăнма тивнĕ сирĕн;
1983 çулта Афганистанри çапăçусене хутшăнма тиврĕ. Паллах, вăрçă çухатусăр пулмасть. Пирĕн полк темиçе самолет çухатрĕ. Çавăн пекех Сирипе Иракри вăрçăсенче те пулнă.
– Ишлĕ ялĕ çийĕн вĕçсе иртме тÿр килмен-и;
– Пĕррехинче пирĕн самолетăн маршручĕ Ишлĕ ялĕ çийĕн иртрĕ. Штурвала иккĕмĕш пилота парса аялти кабинăна антăм. Кирпĕч завочĕн сарайĕсем питĕ лайăх курăнаççĕ. Икĕ тĕслĕ сигнал ракети персе ятăм.
– Тĕрлĕ çарăн ятарлă кунĕсем пур. Сывлăш-çар вăйĕсен уяв кунĕ хăçан-ши;
– Сывлăш-çар çыннисен ятарлă уяв кунĕ августăн 12-мĕшĕнче.
1996 çулта запаса кайрăм.
– Сывлăхпа ăс-тăн енчен çирĕп, ăнсăртран сиксе тухнă йывăр та хăрушă лару-тăрура çухалса кайман хăюллă та хастар çамрăксем çеç çÿл тÿпере шанчăклăн вĕçме пултараççĕ, – терĕ юлашкинчен воин-интернационалист, запасри майор Валерий Сильвестрович.
В. ЗАЙЦЕВ,
Ишлĕ ялĕ.