09 октября 2010 г.
1992 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче Етĕрнере йывăр атлетика енĕпе республика шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç. Хăйсен виçе категорийĕнче районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн Алманчăри филиалĕнче вĕренекен А. Карсаков виççĕмĕш, Н. Фролов, Э. Карсаков, Д. Гаврилов, К. Егорова иккĕмĕш, А. Мышов, В. Леонтьев пĕрремĕш (тренерĕ Н. Зимин), Нăрваш Шăхаль филиалĕнчи М. Камасова пĕрремĕш, Д. Давыдов, А. Яковлев иккĕмĕш, А. Раськин виççĕмĕш (тренерĕ А. Давыдов), Д. Малин виççĕмĕш, В. Кузуков пĕрремĕш (тренерĕ Н. Трифонов) вырăнсене çĕнсе илчĕç.