АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАТĂРЬЕЛСЕМ çЫРАВА ХАТĕР

13 октября 2010 г.

Ыран, юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче ирхине сакăр сехетре Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуçланать. Сирĕн алăкран ятарлă тум тăхăннă (уйăрмалли паллăсем: кăвак шарф, çавăн тĕслĕ сумка, шăхличĕ, фонарь, кăкăрĕ çинче çыравçă пулнине ĕнентерекен удостоверени) çын килсе шаккасан, пĕр иккĕленмесĕрех унпа уççăн калаçма, вăл ыйтнине туллин хуравлама пултаратăр. Ку вăл – çыравçă.

Районта Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ ăнăçлă иртсе кайтăр тесе мĕн пур ыйтусене хатĕрлесе çитернĕ. Çырав участокĕсен заведующийĕсем, инструкторсем, çыравçăсем пурте ятарлă вĕрентÿ курсĕнче пулса тестпа хăйсен пĕлĕвне хакланă. Ку тĕлĕшпе кашниех занятисене пысăк яваплăхпа çÿренĕ.

– Патăрьелсем Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне ăнăçлă ирттерсе яма хатĕр. Çырав вăхăтĕнче çынсен пысăк ăнланулăхпа, яваплăха туйса хурав памалли çеç юлать. Çыравçă никамран та, нимĕнле документ та ыйтмĕ. Анчах та шанса калаçнă хурав хамăрăн паянхи пурнăçа тĕрĕс хак пама, малашнехи пурнăçа патшалăх шайĕнче лайăхлатма пулăшмалли никĕс пулĕ. Çавăнпа та Юхмапа Пăла тăрăхĕнче халăх çыравĕн итогĕсем ăнăçлă пуласса шанатăп, – пĕлтерчĕ районти çырав уполномоченнăйĕ Г. Афа-насьев.

А. ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика