АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

13 октября 2010 г.

Çак кунсенче районта А–151 “Çĕрпÿ –Ульяновск” автоçула тĕпрен юсанă хыççăн эксплуатацине панă. Ăна “Федераллă управленин Атăлпа Вятка тăрăхĕнчи автомобильсен çул-йĕрĕ” федераллă патшалăх управленийĕн строительство начальникĕн çумĕ А.Чернов ертсе пыракан комисси йышăннă. Çавăн пекех ку мероприятие район пуçлăхĕ Н.Глухов, районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн начальникĕ А.Петров тата ытти официаллă çынсем хутшăннă.

Федераллă шайри А–151 “Çĕрпÿ-Ульяновск” автоçул районта 10 çухрăм тăсăлать. Юсав вăхăтĕнче шыв каякан ятарлă пăрăхсем хунă, чарăну тумалли 6 павильон, 151 çул палли лартнă тата ытти те. Çула уçă акционерла “Дорисс” пĕрлешÿ çĕнетнĕ, юсав 247 миллион тенке ларнă. Комисси трасса пахалăхлă пулнине палăртнă.

(Хамăр корр.).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика