13 октября 2010 г.
“АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проектне пурнăçласа ялта пурăнакансене килти хушма хуçалăха аталантарма банксем урлă çăмăллатнă кредит парасси малалла пырать. 2006 çултанпа районта çак тĕллевпе граждансене 802 миллион тенкĕ укçа панă. Çăмăллăхпа 4948 хуçалăх усă курнă. Ку вăл районти мĕнпур хуçалăхăн 37,2 проценчĕ пулать.
Тăрăн, Патăрьел, Шăнкăртам ял поселенийĕсенче çăмăллатнă кредитпа усă куракансем аллă процент ытла та. Ытларах çав укçапа усă куракансем выльăх- чĕрлĕх туянаççĕ, вĕсене усрама хăтлă вите-сарай тăваççĕ.