13 октября 2010 г.
Вăхăт пĕр шелсĕр малалла шăвать, ăна никам та, нимĕн те чараймасть. Çынна пăхсассăн сехет йĕпписене чарса хурас килет, пурнăçри çĕнĕлĕхсене аса илсен хăй мелĕпех малалла куçарас килет. Редакцие Шăнкăртамран пынă Н. Хасяновпа калаçнă хыççăн çапла шухăш кĕчĕ. Нуретдин Низамутдинович 98 çулта, редакципе паллашма, халь хаçата мĕнле кăларнине курма кĕнĕ. Вăл унчченхипе паянхине питĕ лайăх танлаштараять, мĕншĕн тесен шăпах хаçата çапнă çĕрте, типографинче ĕçленĕ. Çулĕсем сахал мар пулсан та Н. Хасянов хăй вăй хунă тапхăра ĕнер пулса иртнĕ пек каласа парать, хăш çулта “Авангард” хаçата кам ертсе пынине те аван ас тăвать. Ун пирки типографин малтанхи ĕçченĕсенчен пĕри тесен те юрать.
1935 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче, шăп 75 çул каялла, вертельщик пулса ĕçе вырнаçать Н. Хасянов. Ун чухне хаçат çапакан станоксене алăпа çавăрса тăнă. Нуретдин Низамутдинович малтан вертельщикре вăй хунă, каярахпа сăмахсене пухма, станокпа çапма хăнăхнă. Патăрье-лĕнче вăл нумаях ĕçлеймен, хаçата 1926 çулта Комсомольскине куçарса каяççĕ. Н. Хасянов та кÿршĕ ра-йона çÿреме тытăнать.
Пурнăçра пурте кал-кал пымасть: е хамăр такăнатпăр, е ура хуракансем тупăнаççĕ. Хаçат çапма хăнăхса кăна çитнĕ Нуретдин Низамутдиновича мулла кĕрÿшĕ тесе ĕçрен кăлараççĕ. Самани ун чухне çапларах пулнă та ĕнтĕ, ним тума та çук. Хаçат Патăрьелне куçса килсен ăна каялла типографине чĕнсе илеççĕ.
– Хаçат кăларасси питĕ йывăрччĕ. Эпир çемье патне канмалли кунсене кăна, мунча кĕме кайнă. Апата килтен илсе килсе паратчĕç, хамăр та пĕçернĕ. Хаçат çапнисĕр пуçне ытти заказсем те пурнăçланă. Йĕркеллĕ çĕр çывăрман каçсем мĕн чухлĕ пулнине шутласа та кăларма çук, – тет Н.Хасянов. – Пĕринче тутарла хаçатра йăнăш кайнă. Наборщик “биш” (пиллĕк) тесе çырас вырăнне “буш” (пушă) тенĕ. Ку вăл питĕ пысăк йăнăш шутланнă. Çав кунах райкомăн пĕрремĕш секретарĕ, исполком председателĕ, Алеев ре-дактор, редактор çумĕ К. Юлдашев, Р. Сенгатуллин секретарь, пурĕ 5-ĕн, килсе питĕ хытă вăрçрĕç типо-графинче ĕçлекенсене. Иккĕмĕш кун та килсе тустарчĕç. Тутар ачи, наборщик, хăйĕн йăнăшне йышăнчĕ те йĕрсе ячĕ. Çакăн хыççăн пурте пăрахса кайрĕç. Типографи директо-рĕпе иксĕмĕр хаçат кăлартăмăр.
Вăл вăхăтра хаçата райкомăн пĕрремĕш секретарьне вулаттармасăр çапма паман, пăхса тухнă хыççăн тин ирĕк панă. Ĕçлемелли условисене те хальхипе танлаштарма йывăр. Çутă та генератор урлă илнĕ. Ăна картишĕнчи мунча пек çурта вырнаçтарнă пулнă, вăл бензинпа ĕçленĕ.
Çулсем иртнĕçем Н. Хасяновăн ĕç опычĕ те пуянланнă, вăл наборщикра та, печатникра та вăй хума пултарнă. 1941 çулта, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, ăна кунтах, типографинех хăварнă, бронь панă. Хаçата эрнере икĕ хут икĕ полосапа кăларнă. Кунне-çĕрне пĕлмесĕр район, вăрçă хыпарĕсене çынсем патне вăхăтра çитерес тесе тăрăшнă. Вăрçă чарăнсан татах Нуретдин Низамутдинович пĕр тапхăр ĕçлемест. Сăлтавĕ вара акă мĕнре: 1945 çулта “Каммунизм байрагы” хаçат редакторĕ Х. Шакуров ăна Шупашкара хут илме ярать. Çул çинче вăл питĕ хытă шăнать, чирлесе ÿкет. Ырă çынсем пулăшнипе больницăна лекет, анчах кунта нумай вăхăт хушши сипленме тивет.
– Атте больницăра вилнĕ тесе çырнă хут та килнĕччĕ, – тет ывăлĕ Зекий Нуретдинович. Сывалса тухсан типографине каялла каяс темен Н. Хасянов, ялта ĕçлесе пурăнать. 1947 çулта Б. Абейдуллина редактор ăна татах чĕнсе илет.
– Хури-шуррине нумай куртăм. Пĕрремĕш типографинче шрифтсем çыпçăнса ларса çунма тытăннине, кайран вара çуккипе Хусана çити кайса илнине нихăçан та манас çук.
Пирĕншĕн чи йывăрри – суйлав бюллетенĕсене çапассиччĕ. Республикăри пур районсене валли те тутарла бюллетеньсене эпир тăваттăмăрччĕ. Ĕненетĕр-и, çук-и, анчах час-часах тĕлĕкре эп хама типографинче ĕçленĕ пек куратăп, – тет Н. Хасянов.
1952 çулта Нуретдин Низамутдинович ывăлĕ, 7 класс пĕтернĕскер, типографие вырнаçать. Вăл та ашшĕ пекех, ĕç стажне вертельщикран пуçлать, кайран набор тума та хăнăхать. Çамрăк каччăна переплетчика та вĕрентеççĕ, анчах 4 çул вăй хунă хыççăн ялĕнчи çамрăксемпе пĕрле Хусанти механизаци шкулне каять.
– Типографинче ĕçлеме мана хама питĕ килĕшетчĕ. Çамрăк тесе ялан райкомăн пĕрремĕш секретарĕ патне мана хаçата вулаттарма яратчĕç. Пăхса тухичченех кĕтсе лараттăм. Ачасемпе пĕрле Хусана кайман пулсан типографинчех ĕçлеттĕмччĕ ĕнтĕ, – тет Зекий Нуретдинович.
Н. Хасянов ывăлĕ кайсан та тата нумай çул вăй хунă, 1960 çулсенче вара Патăрьелĕнчи сĕт-çу заводне ĕçлеме куçнă.
О. ПАВЛОВА.