13 октября 2010 г.
Районти “Çăкăр” музе-йĕнче тĕлĕнмелле курав ĕçлеме тытăнчĕ. Ку хутĕнче унта вирьял, анатри тата вĕсен хушшинчи чăвашсен кĕписем, тĕррисем.
Куравăн тĕп тĕллевĕ – авалхи чăвашлăха асра тытса ĕлĕкхи йăла-йĕркене упраса хăварасси.
Экспонатсене Чăваш наци музейĕнчен илсе килнĕ. Курав питĕ кăсăклă: ачасене те, ашшĕ-амăшне те килĕшетех.
В. МАЛЛИНА,
“Çăкăр” музейĕн
директорĕ.