13 октября 2010 г.
Çулталăк тăршшĕпех аслă вăрман çынсене хăйĕн ырлăхĕпе савăнтарать. Кĕр кунĕсенче те пире илĕртмелли унăн пайтах. Кăштах сивĕтсе çумăр çунă хыççăн вăрман тĕрлĕ йышши кăмпапа пуянланчĕ.
Çутçанталăкăн ырлăхне пухма халăх йышлăн çÿрет. Сителте пурăнакансене çак енчен питĕ ăннă темелле. Яла пур çĕртен те вăрман хупăрласа тăрать. Çитменнине вĕсем çывăхрах, таçта инçете утса ĕшенмелли те çук. Ÿркенмелле мар çеç . Ял халăхĕ çавăнпа усă курать те ĕнтĕ. Кăрăç, тирек, тунката, хурăн кăмписене кам витри-витрипе, кам кутамкки-кутамккипе, тепри миххи-миххипе татса килет. Тĕрлĕ техникăпа каякансем те пур.
Çулсерен вăрмана çÿрекенсем хăш кăмпа ăçта ÿснине питĕ аван ăнкараççĕ. Вĕсен вырăнĕсем ăçталларах пулнине те лайăх чухлаççĕ. «Хурăн кăмпи хурăн, масла кăмпи хыр айĕнче, шур кăмпапа кăрăç вара хурăн, юман, хыр йывăççисем таврашĕнче ÿсеççĕ. Вĕсем йывăç-курăк айĕнче вырăнĕ-вырăнĕпе кăна пулаççĕ», – тесе ăнлантараççĕ Сителти кăмпаçăсем Светланăпа Лиза аппа Васильевасем.
Ирхине иртерех çула тухни лайăхрах. Ун чухне кăмпасем сывлăм шывĕпе çуталса лараççĕ иккен. Мана çак кăсăклă, питĕ кирлĕ шухăшсене ялти тепĕр ăста кăмпаçă, сакăр вун улттăри Ляков Ваççили тете пĕлтерчĕ. Вăл та ыттисем пекех хĕвел кантăкран пăхсанах вăрман еннелле утать. Килне вара каç пулас умĕн çеç таврăнать. Хăй ватă пулнине пăхса тăмасăр хĕлле валли кăмпа хатĕрлет.
Чăнах та, кăмпа тутлă апат. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш юрăра та унăн яшкине мухтаса юрлать. Çынсем ăна авалтанах юратаççĕ. Вăл хăш-пĕр апат-çимĕç продукчĕсенчен чылай усăллăрах. Шурă кăмпара витаминсем суханринчен, кишĕрпе-купăстаринчен нумайрах. Тутлăх енĕпе те ĕне, чăх какайĕнчен, çăмартаран кăшт кăна каярах. Типĕтнĕ шурă кăмпара белок хăш-пĕр пулăринчен икĕ хут ытларах. Минераллă япаласен хисепĕпе вĕсене улма-çырлапа танлаштараççĕ.
Ирина МАМУТКИНА.