АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малалли.

16 октября 2010 г.

Юхма Мишшин чăвашлăха упрас тĕллевпе туса пыракан анлă ĕçĕсене тата çак ĕçпе çыхăннă произведенисен витĕмлĕхне шута илсе 1993 çулта Чăваш Республикин Аслă Совечĕн Президиумĕ ăна “Чăваш халăх писателĕ” хисеплĕ ята парса чыслать.

2006 çулта Чăвашсен культура Министерстви, Тĕнчери информатизаци Академийĕ, писательсен союзĕсен тĕнчери пĕрлĕхĕ, Чăваш писателĕсен союзĕ тата ЧОКЦ йĕркеленипе Чăваш çĕр-шывĕнче çеç мар, Раççейри чылай кĕтесре, çывăхри тата аякри чикĕ леш ен çĕр-шывĕнче те Юхма Мишши 70 çул тултарнине анлăн паллă тăваççĕ. Юхма ячĕпе хамăр çĕр-шывран, ют çĕр-шывсенчен вуншар-вуншар телеграмма килет. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.В. Федоров Юхма ĕçĕ-хĕлне хак парать, “За заслуги перед Чувашской Республикой” орденĕн медалĕпе наградăлать.

Юхма Мишши пултарулăхне чылай паллă çынсем çÿле хурса хаклаççĕ.

Республика тата шкулсем ХХ ĕмĕрĕн юлашки вунăçуллăхĕнче

1990 çулта Чăваш Республики те хăйĕн суверенитечĕ çинчен пĕлтерчĕ.

1993 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕнче пĕтĕм халăх сасăласа Раççей Федераци Конституцине йышăнчĕ. Çак Конституци тăрăх тĕпри Федераци власть органĕсемпе Федерацин субъекчĕсен власть органĕсен хушшинче полномочийĕсене уйăрчĕç, вырăнти хăйтытăмлăх (самоуправлени) йĕркелерĕç.

Шкулсем ХХ ĕмĕр вĕçĕнче укçа-тенкĕ, пурлăх енчен пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç. Учительсемпе ытти ĕçлекенсем ĕç укçи вăхăтра илеймесĕр те тертленчĕç.

Ку çулсенче шкулсен тытăмĕсенче улшăнусем пулсах пычĕç.

Çапла вара 2001-2002 вĕренÿ çулĕ пуçланнă тĕле районĕпе те 7542 ача çеç тăрса юлчĕ, 1970-71 вĕренÿ çул пуçламăшĕпе танлаштарсан (15266 ача), ача шучĕ 2 хут ытла чакрĕ.

Çав вăхăтрах малашнехи çулсенче те ачасен шучĕ чакса пырасси палăрма тытăнчĕ.

Шкулсенче

реструктуризаци пуçланать

Çаксене шута илсе шкулсен ĕçне çĕнĕлле йĕркелес тесе 2001 çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Указ кăларать.

Раççей Федерацин Правительстви те 2001 çулхи раштав уйăхĕн 17-мĕшĕнче ялсенчи пĕчĕк шкулсене пысăк шкулсем çумне пĕрлештерсе ачасене вĕренме хальхи условисем туса парасси çинчен калать. Ăна пурнăçлама “Шкул автобусĕ” программăна йĕркелеççĕ.

Районсенче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен йышне реструктуризацилемелли программăсем туса ха-тĕрлеççĕ. Ăна район депутачĕсен виççĕмĕш созыври депутатсен Пухăвĕсен тĕрлĕ ларăвĕнче пăхса тухса 2002 çултан районти шкулсене хăш çулта реструктуризацилемеллине çирĕплетеççĕ. Ун тăрăх район администрацин вĕрентÿ управленийĕ приказсем кăларать.

2002 çултан:

1. Тутар Тимешĕнчи тĕп шкула (1-9 классем) пуçламăш шкула (1-4 классем) куçарать.

2. Кивĕ Катекри тĕп шкула Кивĕ Катекри пуçламăш шкул-сад туса хăварать.

3. Красномайскинчи вăтам шкула Красномайскинчи тĕп шкула куçарать.

4. Кзыл Чишмари вăтам шкула Кзыл-Чишмари тĕп шкула куçарать.

2003 çултан:

1. Чăваш Ишекĕнчи тĕп шкула Чăваш Ишекĕнчи пуçламăш шкул-сад туса хурать.

2. Упамсари тĕп шкула Упамсари пуçламăш шкул-сад туса хăварать.

3. Кзыл Камышри тĕп шкула Кзыл Камышри пуçламăш шкул-сад туса хăварать.

4. Каншелĕнчи тĕп шкула пĕтерсе Первомайски вăтам шкулĕн филиалĕ тăвать, ачасене Первомайски вăтам шкулĕн Каншелĕнчи филиа-лĕнче вĕрентме йышăнать, анчах та 3 çултан Каншелĕнче каллех пуçламăш шкул-сад уçать.

2004 çулта:

1. Татмăшри тĕп шкула Татмăшри пуçламăш шкул-сад туса хăварать.

2. Ишлĕри вăтам шкула Ишлĕри тĕп шкул туса хăварать.

2005 çулта:

1. Кивĕ Ахпÿртри вăтам шкула Кивĕ Ахпÿртри тĕп шкул туса хăварать.

2. Анат Туçари вăтам шкула Анат Туçари тĕп шкул туса хăварать.

3. Анат Тăрмăшри тĕп шкула Анат Тăрмăш пуçламăш шкул-ача сачĕ туса хурать.

4. Туçа вăтам шкулне пĕтерет, ун вырăнне Туçа вĕрентÿ центрĕ туса хурать.

2006 çулта:

1. Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи 10-11 классенче вĕренекен ачасене вĕрентессине Туçари вĕрентÿ центрĕнче йĕркелеме хушать;

2. Анат Туçа тĕп шкулĕпе Анат Туçари “Ласточка” ача садне пĕрлештерсе шкул çулне çитичченхи хушма вĕрентÿ программипе пĕрле Анат Туçара тĕп шкул туса хурать;

3. Тутар Тимеш пуçламăш шкулне Анат Туçа тĕп шкулĕн Тутар Тиме-шĕнчи филиалĕ туса хурать.

Район пуçлăхĕ 2006 çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 249 "-лĕ йышăнăвĕпе Тăрăнти тĕп шкула Тăрăнти пуçламăш шкул туса хурать.

Вĕрентÿ управленийĕ 2007 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи 109 "-лĕ приказĕпе:

1. Именкасси тĕп шкулне Именкасси пуçламăш шкулĕ туса хурать.

2. Еншик тĕп шкулне Еншик пуçламăш шкулĕ туса хурать.

3. Красномайскинчи тĕп шкула Красномайскинчи пуçламăш шкул туса хурать.

Шкул шайĕ чакнă ялсенчи ачасене вăтам шкулсене автобуспа турттараççĕ, ун валли районта çителĕклĕ шкул автобусĕ уйăраççĕ.

Ку çулсенче те ачасен шучĕсем чаксах пыраççĕ: 2001 çулта 7724 ача пулнă пулсан, 2002 çулта – 7120, 2003 çулта – 6873, 2004 çулта – 6556, 2005 çулта – 6245, 2006 çулта – 6071, 2007 çулта 5610 ача, тата малалла та çапла чакса пыраççĕ.

Çав вăхăтрах халăх шучĕ те çуралакансемпе шкула çÿреме тытăнакансен шучĕ ÿссех пынипе Шăнкăртамри вăтам шкулсăр пуçне тĕп шкулне те вăтам шкул шутне куçараççĕ.

Çапла вара иртнĕ вĕренÿ çулĕнче районти 310 класс-комплектра вĕренекенсемсĕр пуçне ача сачĕсенчисен шутне хушсан та 5236 ача шутланнă, 1970 çулхипе танлаштарсан 3 хут сахалтарах. Хальхи нормăсемпе килĕшÿллĕ вĕрентме юрăхлă вĕренекенсен вырăнĕсем вара 10470 е шăп та лăп 2 хут ытларах. Анчах та малашне те шкулсене тытса тăма укçа-тенкĕ ĕлĕкхи пек класс-комплект тăрăх мар, шкулти ача шучĕпе уйăрса пырсан, пĕчĕк шкулсене тытăнса тăма татах та йывăр пулать. Çавăнпа та шкулсене реструктуризаци тăвасси малашне те пулса пымалли ĕç.

Районти муниципаллă

хушма вĕрентÿ

заведенийĕсем.

1. Ача сачĕсем тĕрлĕ çулта йĕркеленнĕ. Ялсенчи ача сачĕсем малтанласа колхозсем, ун хыççăн ял администрацисем çинче тăнă, каярах пурне те вĕрентÿ управлени аллине панă.

2. Спорт шкулĕ – “МОУ “Детско-юношеская спортивная школа” (ДЮСШ)

Шкула 1974 çулта йĕркеленĕ. Малтанласа ачасене велоспортпа тата ирĕклĕ кĕрешессипе çеç вĕрентнĕ. Малалли пулать

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика