16 октября 2010 г.
Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, ирхине сакăр сехетре, Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ старт илчĕ. Районта перепись пысăк хастарлăхпа пуçланчĕ. Çак кунхине 107 çыравçă хăйсене çирĕплетсе панă участоксенче пулса çынсем хăйсем пирки каланине çыравăн тĕрлĕ формăллă лисчĕсене тултарма пикенчĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çырав ăнăçлă пуçланни çеç мар, вăл юпа уйăхĕн 25-мĕшĕчченех пăтăрмахсăр, кăмăллă ирттĕр тесен районти шалти ĕçсен пайĕнчи милици уполномоченнăйĕсем те хăйсен территорисенчи участоксемшĕн пысăк яваплăхра. Çавăнпа та районта çырав старт илнĕ хыççăнах Чăвашстатăн пай пуçлăхĕ, çырав ирттерессипе пирĕн районшăн яваплă куратор С.Курбатова, районти çырав уполномоченнăйĕ Г.Афанасьев районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсемпе тĕл пулчĕç, милици ĕçченĕсен умĕнчи тĕллевĕсене çивĕчлетрĕç.
Ирхине 11 сехетре В.Лампасова çыравçă Патăрьелĕнчи виççĕмĕш инструктор участокне кĕрекен район пуçлăхĕн Н.Глуховăн çемйи пирки çырса илчĕ. Хĕрĕх минута пынă çырав кăмăллă иртрĕ. Юлашкинчен район пуçлăхĕ çыравçăсене хăйсен ĕçĕнче ăнăçу, район халăхне вара çырава пысăк ăнланулăхпа хутшăнма ырă сунчĕ.
А. ЕГОРОВА.