16 октября 2010 г.
Çак кунсенче районти миравай судьясем хăйсен пĕрремĕш юбилейне , вунă çул тултарнине, паллă тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче суд ĕçĕсемпе тимлекен икĕ участок. Д. Коннов миравай судья çак ĕçре пĕрремĕш кунтанпах, çĕнĕ суд органĕ пуçланнăранпах тăрăшать. Вăл ертсе пыракан Первомайскипе Шăнкăртам участокĕсем республикăра та кăтартуллисен шутĕнче. Вăл кăларнă приговорсен йышĕнче кăçал та, пĕлтĕр те улăштарни пулман. Ахальтен мар ĕнтĕ Дмитрий Николаевич Чăваш Республикин суд департаменчĕн, ЧР Патшалăх Канашĕн, Юстици министерствин Хисеп грамотисене те илме тивĕçнĕ.
Р.Купкенов ертсе пыракан Патăрьелĕнчи участок та хăйсен пĕрремĕш пысăк юбилейне лайăх кăтартусемпе кĕтсе илнĕ.