АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Финалта – иккĕмĕш

16 октября 2010 г.

Канаш хулинчи «Атлант» спорт клуб залĕнче шкул ачисем хушшинче пиллĕкмĕш хут ирĕклĕ майпа кĕрешессипе уçă турнир иртрĕ. Унта Хусан, Чулхула, Ульяновск облаçĕсенчи Мордва тата Чăваш Республикисенчи чылай районсен кĕрешÿçисем вăй виçрĕç. Патăрьел чысне вара Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти саккăрмĕш класра вĕренекен А. Смирнов хÿтĕлерĕ. 42 килограмлă виçепе 15 кĕрешекен пулчĕ. Алеша 5 хут çĕнтерсе финала Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен ачапа вăй виçме тухрĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене парнесем, медаль, кубок, диплом парса чысларĕç.

Сăмах май Смирновсен çемйи çинче тата чарăнса тăма пулать. Пиллĕкĕн пĕр тăван вĕсем. Пурте спортпа туслă. Ачисем ирĕклĕ майпа кĕрешессине суйласа илнĕшĕн амăшĕ те савăнать.

М. ЗЕЙНЕТДИНОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика