АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Николаев –Люляра

16 октября 2010 г.

Анне, Лидия Егоровна Зайцева (Краснова) Люля поселокĕнче сухăр пуçтарнă çĕрте 10 çул ĕçленĕ. Вăл мана тĕнче уçлăхне виççĕмĕш хăпарнă Андриян Николаев летчик-космонавтăн тăван тетĕшĕ Иван Григорьевич Зайцев (пĕр çемьере тĕрлĕ хушамат пулнă) Люляра вăрман маçтăрĕ пулса ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Çакăн хыççăн пĕр шухăш пырса кĕчĕ: А. Николаев тетĕшĕ патĕнче хăнара пулман-ши;

Апрель уйăхĕнче Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра Космонавтика кунне хатĕрленĕ кĕнекесем хушшинче С. Николаевăн “Андриян Григорьевич Николаев. Память. Воспоминания” кĕнекине асăрхарăм. Сергей Иванович 1959 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче Люляра çуралнă. Халĕ Санкт-Петербург хулинче пурăнать. Хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Взвод командирĕнчен пуçласа уйрăм çар командирĕ таран ÿснĕ. 2003 çултанпа Санкт-Петербургри “Измеритель” заводра вăй хурать.

Сергей Ивановичăн ашшĕне, Иван Григорьевича, 1955 çулхине Люля поселокне ĕçлеме янă иккен. Вăл вăхăтра унта ытларах вырăссем пурăннă. Амăшĕ, Елена Кузьминична, Люляри 8 çул вĕренмелли шкулта нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ. Сашăпа Сережа ывăлĕсем Люляра çуралнă, Валя хĕрĕ Шупашкарта кун çути курнă. 1958 çулхи апрель уйăхĕнче А. Николаев тетĕшĕ патне хăнана килет. Сашăна вăл пăрса хускатса ямалли пĕчĕк машина парнелет. Каçпа вĕсем клуба кино курма каяççĕ, кайран ташă каçне юлаççĕ. Андриян тетĕшĕн мăшăрĕпе тĕрлĕ ташă ташлать. Иван Григорьевич вĕсем хитре те килĕшÿллĕ хускалнине каласа панă.

Люля поселокĕнче пурăнакан аслă çултисем хушшинче Иван Григорьевичпа Елена Кузьминичнăна ас тăвакансем пурах. Тен, вĕсем те хăйсен аса илĕвĕсене редакцие ярса парĕç.

В. ЗАЙЦЕВ, тавра пĕлÿçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика