АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

20 октября 2010 г.

Эрнекун, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче, район администрацийĕн залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн пĕр-ремĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва çулпа чи аслă депутат, 18-мĕш номерлĕ Сител суйлав округĕнчен суйланнă А. Иванов уçнă.

Полномочи срокĕ вĕçленнĕ май, район пуçлăхĕ Н. Глухов хăй район пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлама чарăнни çинчен пĕлтернĕ. Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа – уççăн сасăласа – депутатсем Патăрьел район пуçлăхĕ – район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ пулма 19-мĕш номерлĕ Первомайски суйлав округĕнчен суйланнă М. Петров депутата, район пуçлăхĕн çумĕ пулма 22-мĕш номерлĕ Сăкăт суйлав округĕнчен суйланнă П. Никифоров депутата суйланă.

Лару район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма конкурс ирттермешкĕн 6 çынран комисси çирĕплетнĕ.

Конкурс комиссине патшалăх власть органĕсенчен тата 3 çынна кĕртме Чăваш Республикин Президенчĕ патне ыйтса çырнипе (ходатайствăпа) тухнă. Ларура район депутачĕсен Пухăвĕн яланхи комиссийĕсене туса хума йышăннă.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика