20 октября 2010 г.
Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А. Николаев Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснине Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çеç мар, Чăваш Енре те пĕлмен çын сахал пулĕ.
Çак кунсенче района тепĕр ырă хыпар çитрĕ. Чăваш Ен Президенчĕн юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ пулма Вăрманхĕрри Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ Иван Васильевич Исаева уйăрса лартнă.
Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕн йышĕнче пирĕн ентешсем татах пур: Первомайскинче çуралнă Н. Смирнов Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕнче, Чăваш Республикин финанс министрĕнче, Треньелĕнче ачалăхĕ иртнĕ С. Енилина Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕнче тăрăшаççĕ.
А. ИЛЬИН.