20 октября 2010 г.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн ĕç эрни малалла тăсăлать. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне районти халăхăн 43,4 процентне çырса илнĕ. Çак кăтарту кашни кун 11-12 процент ÿссе пырать. Районти çырав уполномоченнăйĕ Г.Афанасьев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, çыравçăсем хăйсен тивĕçне пысăк яваплăхпа пурнăçлаççĕ, саккунпа килĕшÿллĕн çырав йĕркине пăхăнаççĕ, кашни çын сăмахне уйрăммăн çырса илеççĕ.
Çыравçăпа калаçакан кашни гражданин вăл мĕнле тĕне ĕненнине пăхмасăр Раççей шайĕнчи мероприятие пĕр çын пек пулса чĕре çывăхне йышăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Раççей Федерацийĕн территоринче “Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен” калакан саккунпа килĕшÿллĕн, хамăр пурăнакан вырăнти демографи, экономика, социаллă лару-тăру çинчен тĕплĕн пĕлес тĕллевпе çырава пĕр пĕтĕм патшалăх статистика методологи-йĕпе туса пыраççĕ. Çавăнпа та çырав хучĕсем çинчи кашни ыйтăва тĕрĕс хуравлани кирлĕ. Эпир каланă хуравсен пĕтĕмлетĕвĕнчен пĕтĕмĕшле пирĕн малашлăх килет.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленес ĕç чылай маларах пуçланнă. Кăçалхи çулталăк пуçламăшĕнче вара çак пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие ыттисемпе пĕрлех православи тĕнне ĕненекен кашни çын ăнланса хутшăнтăр тесе Мускав тата пĕтĕм Руç Патриархĕ Кирилл пил панă. Çак кунсенче Шупашкар–Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр V округĕн Благочиннăйĕ Сергий атте Туçа чиркĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă, турра ĕненекенсемшĕн те çырав пысăк пĕлтерĕшлине каланă. Калаçăва районти çыравшăн яваплă С.Курбатова куратор та хутшăннă, халăх ырлăхĕшĕн, пурлăхĕшĕн, ытлă-çитлĕ пурнăçĕшĕн йĕркеленĕ çыравра Патăрьелсем яланхиллех хастарлăх кăтартасса шаннине пĕлтернĕ.
А.ЕГОРОВА.