20 октября 2010 г.
Иртнĕ шăматкун Патăрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи иккĕмĕш çуртра харăсах икĕ туй кĕрленĕ. Мĕн пĕчĕкрен пĕр подъездра кÿршĕллĕ ÿснĕ З.Шарафутдиновпа А.Артемьев маларах калаçса килĕшнĕ пекех юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче икĕ çемье çавăрнă. Замир Закирович хăйĕн “çăлтăрне” Çĕнĕ Шупашкарта тупнă. Анастасия Сергеевна мăшăрĕ пекех аслă пĕлÿллĕ, инженер-электрик профессине алла илнĕ.
Андрей Васильевич кил ăшшине упрама Елчĕк ра-йонĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль хĕрне О. Бариновăна суйланă. Ольга Вячеславовна радиожурналистка.
Çамрăк мăшăрсене пурнăçра асра юлнă кун ячĕпе ашшĕ-амăшĕпе тăванĕсем, юлташĕсем çеç мар, кÿрши-арши те ăшшăн саламланă, килĕштерсе пурăнма ăнăçу суннă.