20 октября 2010 г.
Районта демографи лару-тăрăвĕ ла-йăхланнă май, ача сачĕ ыйтăвĕ çивĕчленчĕ. Çакна шута илсе Патăрьелĕнче 240 пепке вырнаçмалăх икĕ хутлă çурт тума планланă. Паяна проект ĕçĕсем вĕçленнĕпе пĕрех. Подрядчик–ЧР “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕ (ертÿçи Э.Аблякимов). Объектăн смета хакĕ 133 миллион тенкĕпе танлашать.
Хальхи вăхăта районта 15 ача сачĕ, 9 шкул-сад, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен çумĕнче шкул çулне çитменнисен 10 ушкăнĕ (вĕсенчен тăххăрĕшĕ кĕске вăхăтлăха ямалли) шутланса тăраççĕ.
Районта çуллен республика, федераллă шайри программăпа усă курса çурт-йĕр условине лайăхлатассипе тимлеççĕ. Уйрăм пÿртсем тунисĕр пуçне ра-йон центрĕнче нумай хваттерлĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ. Республика кунĕ тĕлне нумай хваттерлĕ икĕ çурт хуçисене йышăнчĕ. Вĕсенче, Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, Тăван çĕр-шывăн Аслă аттелĕх вăрçине хутшăннă ветерансем те кĕтес тупрĕç. Авăн уйăхĕнче тулли мар яваплă “Стройинвест” пĕрлешÿ (ертÿçи М.Янешев) 27 хваттерлĕ тата тулли мар яваплă “Энергострой” пĕрлешÿ (ертÿçи Д.Алимов) 14 хваттерлĕ нумай хутлă çуртсем купалама тытăннă. Вĕсене çитес çул хута яма палăртнă.
О. БЕЛЬДЕКОВА.