20 октября 2010 г.
Грипп тата ытти респираторлă вирус инфекцийĕсем (ОРВИ) çĕр çинчи кашни çыннах çакланма пултараççĕ. Вĕсенчен асăрханмалли шанчăклă меслет вара–вакцина профилактики. Нацин “Сывлăх” проекчĕпе килĕшÿллĕн шăнса пăсăлнипе çыхăннă чирсен тапхăрĕ пуçланас умĕн теветкеллĕх ушкăнĕсене кĕрекенсене–кăкăр ачисене, ясли-садика çÿрекенсене, шкулсенче вĕренекенсене, сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿ тата коммуналлă тытăмсенче вăй хуракансене, аслă ăру çыннисене районта çулленех иммунизаци тăваççĕ. Район больницин тĕп врачĕн çумĕ Е. Маурина пĕлтернĕ тăрăх, профилактика прививкисем валли района 3180 доза тÿлевсĕр вакцина илсе килнĕ. Тата 800 туяннă. Пурĕ 2784 çынна прививка тума ĕлкĕрнĕ. Çак ĕçе ку эрнере вĕçлеме палăртаççĕ. “Прививка тутарма шикленсе тăмалла мар. Гриппа кĕрешмелли хатĕрсем сиенсĕр тата усăллă. Прививка хыççăн чир ерсен те вăл çăмăллăн иртет тата ытти органа сиенлĕ витĕм кÿмест. Сывлăх сыхлавçисен шухăшĕпе чир раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче сарăлма пултарать. Шăпах халĕ прививка туни усăллă”,–палăртать ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В. Муллина.
Грипп, респираторлă вирус инфекцийĕсем (ОРВИ) пĕрешкел пуçланаççĕ: вĕрилентерет, вăй-хал чакать, сунас-ÿслĕк пуçланать. Чир сарăлнă вăхăтра кашнин хăйне упрама тăрăшмалла. С витаминпа пуян пахча çимĕç, улма-çырла ытларах çимелле. Санитарипе гигиена правилисене çирĕп тытса пымалла, пÿлĕмсене час-часах уçăлтармалла.
(Хамăр корр.)