20 октября 2010 г.
Паян кашни ашшĕ-амăшĕ ачин интересĕсене тĕпе хурса хушма пĕлÿ пама тăрăшать. Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнчи ÿкерÿ ăсталăх уйрăмне те çÿрекенсем нумайăн. Вĕсене сăрă илемне туйма М. Шакиров вĕрентет. Мидхать Алимзянович Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ÿкерÿ ăсталăх уйрăмне 1978 çулта пĕтернĕ. Çавăн пекех унăн Г. Ибрагимов ячĕллĕ чĕлхе, литература тата искусство институчĕн, Тутарстанри Наука академийĕн дипломĕсем пур. Вăл Çĕнтерÿ 40 çул çитнине халалласа ирттернĕ политика плакачĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕн дипломанчĕ. Республикăри “Çулталăк учителĕ-92” конкурсăн иккĕмĕш тапхăрĕн лауреачĕ, “ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ” ята тивĕçнĕ, Раççей художникĕсен союзĕн членĕ, Патăрьелне кĕнĕ çĕрти “Батыр” архитектурăпа художествăлла композицин проектне хатĕрлекенĕ, Патăрьел районĕн пĕрремĕш гербĕн авторĕ. Наградисене çырса пĕтерме те çук. М. Шакировпа ÿкерÿ уйрăмĕ, унта çÿрекенсем пирки тĕл пулса калаçрăмăр.
– Мидхать Алимзянович, ÿкерÿ ăсталăхĕ йăхранах пырать е сирĕн кăна çакăн пек пултарулăх пур;
– Манăн атте питĕ лайăх платникчĕ, столярччĕ, унтан куçнă пуль тесе шухăшлатăп. Тетен хĕрĕ те хăйĕн пурнăçне ÿнерпе çыхăнтарнă, унăн ачин те çак пултарулăх пур. М. Абдуллин, А. Исхаков, А. Дружинин учительсем мана сăрă илемне курма вĕрентрĕç.
– Эсир ытларах мĕне е кама ÿкеретĕр;
– Çут çанталăкри хитре вырăнсене, çын сăнĕсене пир çинче тăратса хăварас, вĕсене çынсене кăтартас килет, çавăнпа ытларах пейзажсемпе портретсем ÿкеретĕп.
– Ачасене сăрă илемне курма, туйма хăçан вĕрентме тытăннă;
– И.Я. Яковлев Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта рисованипе черчени урокĕсене ирттерме пуçларăм. Каярах тĕрлĕ çĕрте вăй хурса пăхрăм, анчах чун ачасем патнех туртăнчĕ. Шăнкăртамри вăтам шкула ĕçе вырнаçсан ÿкерме тĕрĕс вĕренес текенсем нумайăннине шута илсе уроксем хыççăн Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн ÿкерÿ уйрăмне ертсе пыма тытăнтăм. Ачасемпе эпĕ 20 çул ытла вăй хуратăп.
– Сирĕн патра миçе çул вĕренмелле тата кунта ÿкерме юратакансем кăна килеççĕ пуль;
– Ачасем 4 çул вĕренеççĕ. Пултаруллă, маттур ачасем кăна кунта килеççĕ. Манăн тĕп тĕллев – вĕсен талантне уçасси, малалла аталантарасси. Çăмăл ÿкерчĕксенчен кăткăссисене ÿкерме, ÿнер грамотине вĕрентесси, аслă тата ытти вĕренÿ учрежденийĕсене ăс пухма кĕме пулăшасси.
– Ачасемпе ĕçлеме çăмăлах та мар пуль...
– Мана хама питĕ килĕшет. Вĕсем занятисенче хăйсене ирĕклĕ тытаççĕ. Утса çÿреме, пĕр-пĕринпе калаçма чармастăп. Малтанхи çулсенче ÿкерÿ искусствин грамотине хăнăхтарма йывăртарах, мĕншĕн тесен шкулта рисовани урокĕн сехечĕсем питĕ сахал. Виççĕмĕш класс тĕлне пурин те тавракурăм ыттисенчен урăхлараххи, тĕссене те пĕлсе суйласа илме пĕлни курăнать.
– Эсир вĕрентнĕ ачасем хушшинче хăйсен пурнăçне искусствăпа çыхăнтарнисем пур-и;
– 20 выпускникран çурри тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче дизайнера е тата çавăн йышши профессисене вĕренеççĕ. Тепĕр çурри ĕçлет. Ман патăмра ÿкерес ăсталăха алла илнисем хушшинче Чăваш Республикин Президенчĕн икĕ стипендиачĕ пур: В. Волкова тата И. Басыров.
– Уйрăма Патăрьелĕнче пурăнакансем кăна çÿреççĕ пуль;
– Çук, халь Туçари вăтам шкултан килеççĕ. Именкассинчен, Треньелĕнчен те çÿретчĕç. Шăнкăртамра эпĕ вĕрентекен ятарлă ушкăн пур. Ÿкерме вĕренес кăмăллисене халĕ те йышăнатăп. Эрнере 3 заняти ирттеретпĕр.
– Мидхать Алимзянович, ачасемпе конкурссене хутшăнатăр-и;
– Паллах, конкурссенчен пушă алăпа та таврăнмастпăр. Элли Юрьев художника халалласа республикăра ирттернĕ куравра 2007, 2008, 2009 çулсенче – II-III, Электросталь хулинче йĕркеленĕ пĕтĕм тĕнчери ачасен “Иртни, хальхи тата пуласлăх ача-пăча пултарулăхĕнче” конкурсра приз-лă вырăнсене йышăннă. Республикăра, Раççейре, тĕнчере ирттерекен пур конкурса та хутшăнма тăрăшатпăр.
– Эсир халь çитĕннисем валли тата “АRТ студи” йĕркеленĕ...
– Студие ÿкерме кăмăллакансем хăйсем ыйтнипе тата пурнăç хушнипе йĕркелерĕм. Кунтан вĕренсе тухсан вĕсем ирĕклĕ вăхăтра мольберт умне тăма, хăйсене мĕн ки-лĕшнине ÿкерме пултараççĕ. Çавăн пекех пусма çине ÿкерме, йывăç çинче касса кăларма, тĕрлеме, тăмран теттесем, скульптурăсем ăсталама вĕренме те май пур.
О. ПАВЛОВА калаçнă.