АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прокопьевсем – вăрман çыннисем

20 октября 2010 г.

Ишлĕри Прокопьевсен çурчĕ вăрман хĕрринчех, 5-6 метртанах хыр вăрманĕ кашласа ларать. Тен, çавăнпах пуль Петр Васильевичăн виçĕ ывăлĕ те хăйсен пурнăçне вăрман хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. Асли, Василий, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне вĕренсе пĕтернĕренпех Пăрачкав тăрăхĕнчи Старокаменное лесничествăна ертсе пырать. Куçăмсăр майпа Йошкар-Олари вăрман хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕçре палăрнăшăн Василий Прокопьева 2007 çулта “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ” хисеплĕ ят панă.

Вăталăххине, Александр Петровича, Сĕнтĕрвăрринчи техникум хыççăн аякри Пермь облаçне янă. Свердловскри (халĕ Екатеринбург) вăрман хуçалăх институтне вĕренсе пĕтерсен вăрман хуçалăхĕн тĕп лесничине лартаççĕ. 1989 çулхи çуркунне субботник вăхăтĕнче çын пурнăçне çăлса хăварать, анчах хăй вилет.

Николай та тетĕшсен çу-лĕпех кайнă, вĕсем вĕреннĕ техникумрах ăс пухнă. Пĕр хушă Старокаменное лесничествăра тăрăшать. Пултаруллă специалиста Сĕн-тĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумне ĕçлеме чĕнсе илеççĕ. Пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе çемьеллĕ, икĕ ачаллă преподаватель куçăмлă майпа Екатеринбургри академинче вĕренет. Халĕ вăл “Вăрман хуçалăхĕ” предмета вĕрентет.

В. ЗАЙЦЕВ, Ишлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика