20 октября 2010 г.
Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисткин, Раççей патшалăх премийĕн лауреачĕн Валентина Петровна Ситован (ÿкерчĕкре) пултарулăх каçĕ пулать.
В. Ситова Кĕçĕн Патăрьелĕнче çуралнă. Мускаври М. С. Щепкин ячĕллĕ аслă театр училищинчен вĕренсе тухнă. 1983 çулта К. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ĕçлеме пуçланă. Кĕске хушăрах вун-вун спектакльте выляса куракан кăмăлне кайрĕ. Валентина Петровнăна А. Тарасовăн “Инçет телей çути” пьесинчи Лисук, В. Беловăн “Çутă шыв хĕрринче” – Даша, Ф. Достоевскин “Юрату мар ку – чир” – Настасья Филипповна, Н. Сидоровăн “Пурăнатпăр пурнăçра” – Маруç, Л. Толстойăн “Çын куççулĕ çĕре ÿкмест” – Акулина, В. Розовăн “Туй кунĕ” – Нюра тата ытти нумай сăнара калăпланипе пĕлеççĕ.
– Кашни роль паха маншăн. Ĕçлеме пуçласанах В. Беловăн “Çутă шыв хĕрринче” спектакльти тĕп роле шанчĕç. А. Пăрттан “Турă пÿрмен юрату” пьесинчи Русалинăна эпĕ кашни кун выляма хатĕр. “Манăн арăм Хуанита” спектакльте те выляма килĕшетчĕ, – тет В. Ситова.
Валентина Петровна калăпланă рольсене республикăра çеç мар, унăн тула-шĕнче те тивĕçлĕ хак параççĕ. Критиксемпе журналистсем Хусан тата Ярославль хулисенчи фестивальсенче А. Тарасовăн “Инçет телей çути” пьесинчи Лисук рольне палăртрĕç. Уншăн ăна Раççей Федерацийĕнчи театр искусствин Патшалăх премине те пачĕç.
Актриса ĕçчен. Творчествăра умне лартнă тĕллеве пурнăçлатех. Роле калăпланипе пĕрлех режиссерпа пĕр чĕлхе тупма пултарать. Ĕçтешĕсене кирлĕ канашсем парать.
Сцена искусствинчи çитĕнÿсемшĕн В. Ситовăна “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ” (1998 ç.), “Чăваш Республикин халăх артисчĕ” (2005 ç.) хисеплĕ ятсене панă.
Артист пурнăçĕ уяв мар: пĕр вĕçĕмсĕр репетици, спектакль, премьера, гастроль...
Хăйĕн пурнăçĕнчи виçĕ юратăва мала хурать вăл: мăнукĕ, интернет, пахча. Ача-пăча юмахĕсене, сăвă-калав вулама юратать.
50 çул тултарчĕ пулин те Валентина Петровна хÿхĕм сăн-питлĕ, яштака пÿ-силлĕ, пĕр вырăнта лара-тăра пĕлменскер, паян кирек хăш роле те калăплама пултарать. Ăнăçусем сунар ăна.
Творчество каçĕ 18 сехетре пуçланать. Уяв саламĕсемсĕр пуçне унта “Чун кĕвви” мелодрама пăхма пулать. А. ИВАНОВА.