20 октября 2010 г.
«Авалхине пĕлмесен, малашлăх çук», – тенĕ ăслă çынсем. Ман сăмах ĕлĕкхи, 50-60-мĕш çулсенчи, спортсменсем çинчен. Вăл вăхăтра пирĕн районта çăмăл атлетика, велосипед спорчĕ, тĕрлĕ енлĕ кĕрешÿсем лайăх аталаннă. Эпир, вăл вăхăтри ачасем, районта пулса иртекен ăмăртусене, Акатуй-Сабантуйсене курса киленме, вĕсем пек пулма ĕмĕтленсе çÿренĕ. Юлашки вăхăтра вĕсем çинчен калаçма та пăрахрăмăр тесен те ытлашши пулмасть пулĕ. Паллах, хăш-пĕр çĕрте хăйсен ял хавалне çÿле çĕклесе тытса пынă спортсменсене манмаççĕ. Сăмахран, Аслă Арапуçĕнче Н.И. Кузьмин волейболист ячĕллĕ турнир чылай çул иртет, Р.Ф. Бикчурин ячĕпе Акатуй-Сабантуйра шкул ачисен “Пысăк эстафета” ирттересси тахçанах йăлана кĕнĕ. А. Улангин ячĕпе Патăрьел – Татмăш маршрутпа çăмăл атлетсен чупăвне ирттереççĕ. Г. Араева хисеплесе ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе турнир пулать. В. Маркиданов ячĕпе чылай çул ĕнтĕ йĕлтĕрçĕсен тупăшăвне йĕркелеççĕ. В. Бородкин ячĕпе çирĕм çула яхăн волейбол турнирĕ иртет, çавăн пекех волейболистсем И. Хитров ячĕллĕ турнира хаваспах хутшăнаççĕ. Вĕсемсĕр пуçне Чăваш Республикинче анчах мар, Раççей Федерацийĕнче тата Совет Союзĕнче мала тухнă спортсменсем те татах чылай пулнă пирĕн районта. Акă вĕсем: Р. Камалетдинов (Хирти Пикшик) Совет Союзĕнче ял çамрăкĕсен хушшинче пилĕк хутчен çĕнтерÿçĕ пулнă. Çакăн пекех ăмăртура Расых Бикчуринăн иккĕмĕш сыпăкри шăллĕ Равиль Минигалиевич Бикчурин (Шăнкăртам), В. Николаев (Аслă Арапуç) малтисен шутĕнче пулнă. Çак çăмăл атлетсем ялти спортсменсен хушшинче темиçе хутчен РСФСР чемпионĕсем те пулнă. Чăваш Республикин чемпионĕсем пулнă çăмăл атлетсем: В. Шадиряков, Н. Павлова (Патăрьел), Г. Земдиханова (Шăнкăртам), Л. Армянова (Çĕнĕ Ахпÿрт). Тĕрлĕ енлĕ кĕрешÿсенче РСФСР чемпионĕсем Р. Айнетдинов, Х. Мифтахутдинов, М. Якушев (Шăнкăртамсем), А. Камалетдинов (Хирти Пикшик) Чăваш Республикин чемпионĕсем.
1950-1960 çулсенче пирĕн районта велосипед спорчĕ те лайăх аталаннă. В. Стекловăпа А. Раськина (Патăрьел) РСФСР шайĕнчи ăмăртусенче те палăрнă. М. Юсупов (Шăнкăртам), Н. Хасьянов (Именкасси), В. Кошкин (Нăрваш Шăхаль), М. Сафин (Тутар Тимеш) Чăваш Республикин чемпионĕсем. Çак сумлă спортсменсене аса илсе эпĕ акă мĕн каласшăн. Районти шкулсен командисен хушшинче тах-çантанпах спартакиада иртет. Унăн программинче районта аталаннă спорт енĕсем пурте пур. Çак асăннă спортсменсене манас мар тесен шкул ачисен спартакиадинче 100 метрлă дистанцие чупса çĕнтерекен валли Виталий Васильевич Николаев ячĕллĕ приз туса хумалла. Первомайскинчи шкулта Виталий Васильевич виличчен çакна пĕр çул йĕркелерĕç. Анчах ырă пуçарăва малалла тăсма мехел çитереймерĕç. Чупса пырса тăршшĕне сикессипе Р. Камалетдинов (Хирти Пикшик) ячĕллĕ приз тумалла. Шкул ертÿçипе ял администрацийĕ çакна йăлана кĕртеççех пуль тетĕп. Çÿллĕшне сикессипе В. Шадиряков ячĕллĕ приз пулсан лайăх. 1500 метрлă дистанцире çĕнтерекенсене Г. Земдиханова (хĕр ачасене), Р. Бикчурин ячĕллĕ приз (арçын ачасене) хатĕрлемелле. Кĕрешÿçĕсенчен тĕрлĕ виçе категорийĕсенче Р. Айнетдинов, Х. Мифтахутдинов, М. Якушев, А. Камалетдинов ячĕллĕ призсем пулни çамрăксемшĕн пысăк савăнăç. Велосипед спортĕнче те çак пархатарлă ĕçе йĕркелеме май пур. Тĕрлĕ дистанцисенче, тĕрлĕ ушкăнсенче мала тухнă çамрăк велосипедистсене çак ĕлĕкхи сумлă спортсменсем М. Юсупов, Н. Хасьянов, М. Сафин, А. Раськина, В. Стеклова хăйсен ячĕллĕ приз пама хирĕç пулĕç-ши; Вĕсем, ман шутпа, хăйсене манса кайманшăн, çамрăклăхне аса илтернĕшĕн савăнса тав тăвĕç çеç. Çак ĕçшĕн чăн малтан шкулсенчи физкультура учителĕсемпе спортшкулти тренерсем яваплă пулмалла. Енчен те вĕсене шкул ертÿçисем, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем пулăшсан пархатарлă ĕç вырăнтан хускалатех пуль тетĕп. Эпир, Нăрваш Шăхальсем, шкул, ял поселенийĕн, ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçисем, физкультура учителĕсем пĕр шухăшлă пулса мĕнле кăна ăмăртусем ирттерместпĕр-ши; Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ ĕçре е спортра палăрнă çынсен ячĕсемпе иртеççĕ. Эпир вĕсен ячĕсене çухатасшăн мар.
В. БОРОДКИН,
ĕçпе спорт ветеранĕ.