23 октября 2010 г.
Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн тĕп теми – республикăри хуласемпе районсенчи хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕн итогĕсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем социаллă-экономика лару-тăрăвне, халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатма лартнă тĕллевсем, Чăваш Ен Президенчĕн “Чăваш Республикинче çут çанталăкăн япăх условийĕсене пула ял хуçалăхне аталантарма условисем тумалли хушма мерăсем çинчен” тата “Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указĕсене пурнăçа кĕртесси.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Селиванов тухса калаçрĕ. Рудольф Васильевич Информаци кунне хутшăннисене хăй тытăмлăх органĕн суйлавĕ районта мĕнле иртнĕ пирки кĕскен паллаштарчĕ.
–Республикипе илес пулсан суйлава хутшăнас хастарлăхпа эпир иккĕмĕшсем. Кÿршĕ Шăмăршăсем пиртен кăшт çеç маларах. Иртнĕ суйлавпа танлаштарсан, октябрĕн 10-мĕшĕнчи суйлавра Патăрьелсем влаçра ларакансене ытларах шанни курăнать. Ун чухне мĕнпур суйлавçăсен 62 проценчĕ, хальхинче 70,2 проценчĕ хăйсен гражданла тивĕçне пурнăçларĕç.
Район депутачĕсен Пухăвне суйланнă 24 депутатран 86 проценчĕ “Единая Россия” парти уйрăмĕн хастарĕсем пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ,-терĕ Р.Селиванов.
Информаци кунне хутшăннă Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов республикăра суйлав мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Патăрьелсем ку тĕлĕшпе лайăххисен шутĕнче пулнине палăртрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков Чăваш Ен Президенчĕн “Çут çанталăкри япăх пулăмсен вăхăтĕнче ял хуçалăхне ăнăçлă аталантарма условисем йĕркелемелли хушма мерăсем çинчен” калакан Указа пурнăçласа районта мĕнле ĕçсем йĕркеленипе паллаштарчĕ. Шăрăх çанталăка пула кăçал мĕнпур культурăсен 85 проценчĕ пĕтнĕ. Апла пулин те ра-йонта Президент лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшнине асăнчĕ. Чăн малтанах çителĕклĕ вăрлăх хатĕрлемелле, выльăхсен шутне чакармасăр вĕсем валли выльăх апачĕ янтăламалла, ял хуçалăх культурисене шăварса тăрса пăхса çитĕнтерессине çĕнĕрен вăя кĕртмелле. Ку тĕлĕшпе районта кăçал “Исток” хуçалăхра сахăр чĕкĕнтĕрне, улма-çырла питомникĕнче çамрăк хунавсене çак меслетпе пăхса çитĕнтерчĕç.
Çут çанталăк пулăмĕпе çыхăннă çухатусене саплаштарма ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем валли патшалăхран тĕллевлĕ пулăшусем килеççĕ. Мансур Миневелиевич хăйĕн сăмахĕнче ун çинчен те тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Районти пушар чаçĕн начальникĕ В.Яковлев ЧР Президенчĕн “Чăваш Республикинче пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе пурнăçламалли хушма мерăсем çинчен” Указне районта мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтерчĕ. Кăçалхи типĕ çанталăкра тухнă республикăри, Раççейри вăраха кайнă пушарсем вырăнсенче сыхă пулма, кÿлĕсемпе пусăсенче яланах шыв пултăр тесе вĕсене тасатса тăма хистет.
Хальхи вăхăтра районта çырăнтару кампанийĕ мĕнле пынă пирки райадминистрацин пай пуçлăхĕ С.Викторов паллаштарчĕ. Çак ыйтупах районти “Авангард” хаçат редакторĕ З.Александрова сăмах илчĕ, коллективра çырăнтарăва епле йĕркеленипе, вулаканпа, почтальонсемпе çирĕп çыхăну пулнине, тираж ÿссех пынине каларĕ. Республикăра тухса тăракан “Хыпар” хаçатăн ятарлă корреспонденчĕ Н.Ларионов чăвашсен авалхи хаçачĕпе тачă çыхăну тытма сĕнчĕ.
Юлашкинчен Информаци кунне хутшăннă ушкăн районти ветеринари службин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, кунти ĕçченсемпе тĕл пулса калаçрĕ.
А.ЕГОРОВА.