АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧЮЛХЕСЕН КАРАВАНĕ

23 октября 2010 г.

Юпа уйăхĕн 18-24-мĕшĕсенче Чăваш Республикин тĕп хулинче, Шупашкарта, Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен XV фестивалĕ иртет. Çак пысăк уява пуçтарăннă чĕлхе ăстисен, хăйсен халăхĕн йăли-йĕркине тытса пыракансен пĕр ушкăнĕ ытларикун, юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пулчĕ, анатри чăвашсен, районта пурăнакан тутарсен, ытти халăхсен йăли-йĕркипе паллашрĕ. Пирĕн района килнĕ фестиваль ушкăнĕнче Испани, Чехи, Германи, Турци çĕр-шывĕсен представителĕсем пулчĕç.

Хăнасене чăн малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р.Селиванов кĕтсе илчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнакан тĕрлĕ халăх пурнăçĕ, район аталанăвĕ пирки каласа пачĕ. Ун хыççăн аякран килнĕ хăнасем район центрĕнчи социаллă-культурăллă объектсемпе паллашрĕç, Патăрьел ял шайĕнче çапла аталаннине пысăк хак пачĕç.

Фестивалĕн иккĕмĕш пайĕ Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулта иртрĕ. Хамăрăн тараватлăха, ăшпиллĕхе, йăла-йĕркене тĕпе хурса хăнасене çăкăр-тăварпа хапăл турĕç. Малтанах С.Калайбашева директор шкул пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Районти пĕлÿ çурчĕсенчен пуçтарăннă ачасемпе фестивале килнĕ ушкăна ертсе пыракан Е.Предаченко тăлмачă лингвистика викторини ирттерчĕ. Тăлмачă аякран килнĕ кашни хăнапа уйрăммăн паллаштарнă хыççăн фестивалĕн чи кăсăклă пайĕ пуçланчĕ. “Чĕлхесен караванĕ” тесе ят панă ăна. Пысăк залра ларакан ачасем пилĕк ушкăна пайланса кабинетсене вырнаçрĕç. Ют чĕлхе представителĕсем вара ачасене хăйсен чĕлхе вăрттăнлăхне вĕрентрĕç, йăли-йĕркипе , пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Класра ларакан ачасем хăнасемпе тахçан çывăх пĕлнĕ пекех хутшăнчĕç. Акăлчан чĕлхине шкулта лайăх вĕренни вĕсене тачă çыхăнтарчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика