23 октября 2010 г.
Вут-кăвар кирек хăçан та хăрушă. Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн тăрăхра пушар хуралĕнче çакнашкал 34 тĕслĕхе шута илнĕ. Вут-кăвар синкерлĕхпе те вĕçленнĕ: икĕ çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Пĕлтĕр вара çакнашкал тĕслĕх тата ытларах пулнă, пилĕк çынпа тăван-пĕтенĕ яланлăхах уйрăлнă.
Инкек-синкек сахал чухне яланах кăмăл савăк, вăл нумай пулсан вара пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа,сăмахран, Патăрьел, Тăрăн, Первомайски, Пăлапуç Пашьел ял поселенийĕсенче темиçешер хут та пушар алхаснă.