23 октября 2010 г.
Укăлча хапхи умĕнче пĕр хĕрарăм ача йăтса тăрать, çумĕнчех амăшĕн юбкинчен тепри тытнă. Юнашар пысăк сумки ларать. Пурнăç нуши инçе çула тухма хистенĕ ĕнтĕ. Чарăну вырăнĕ пулмасан та вĕсен тĕлне çитсен автобус чарăнчĕ. Кăмăлĕ çапларах ку водителĕн: пур çынна та лартса кайса ырă тăвасшăн, кирлĕ вырăна илсе çитересшĕн. Çавăншăнах пуль ăна халăх хушшинче “добрый Ваня” тесе чĕнеççĕ.
Ваня, Иван Тихонович Краснов, 1951 çулта çуралнă. 8 çул шкулта вĕреннĕ хыççăн Петропавловскине шофера вĕренме каять, шофер-тракторист правине илет. Ун хыççăн Канашри пассажирсем турттаракан предприятие ĕçе вырнаçать. Пурнăç малалла шунă май Тикеш хĕрĕпе, Вальăпа çемье чăмăртать. Шăпа кайран вĕсене Польша çĕр-шывĕнчи Легница хулине илсе çитерет, службăра тăрать. Унта та водительте тăрăшать. 1980 çулта тăван тăрăха таврăнать, тепĕр хут автобус водителĕнче ĕçлеме тытăнать. Иван Тихонович 30 çул пĕр улшăнмасăр пассажирсене турттарать. Миçе çухрăм çÿренĕ-ши вăл çак тапхăрта; Çĕр чăмăрĕ тавра та çаврăннă пуль хăйне шаннă автобуспа. Тирпейлĕ тата аварисĕр çÿренĕшĕн ăна икĕ хутчен I тата II степеньлĕ паллăпа, нумай-нумай Тав хучĕпе хисепленĕ.
И.Краснов Валя мăшăрĕпе икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, пурнăçăн анлă çулне кăларнă. Халĕ вĕсем кукаçипе кукамай ята та илтнĕ.
“Такăр çул пултăр ырă, кăмăллă “добрый Ваня”,–тетпĕр сире пире яланах кирлĕ вырăна илсе çитернĕшĕн пассажирсем.
А.ФРОЛОВ, Туçа