23 октября 2010 г.
Ветерансене çул çÿреве илсе тухасси Алманчă ял поселенийĕнче йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче вĕсем Шăмăршă районĕнче пулчĕç (ÿкерчĕкре). Ватăсене ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г. Фомин илсе кайрĕ. Автотранспорчĕпе вара “Яманчурельская сельхозхимия” уçă акционерла пĕрлешÿ ертÿçи Г. Петров тивĕçтерчĕ.
Мĕнле пурăнать-ха Шăмăршă районĕ; Экскурсантсене унпа район пуçлăхĕ В. Фадеев паллаштарчĕ (вăл вăхăтра Валерий Петрович района ертсе пынă). Валерий Петрович район историйĕ, малашлăхĕ çинче чарăнса тăчĕ. Унтан Г. Обаськин ертсе пынипе ветерансем “Туслăх” физкультурăпа спорт комплексĕнче, ипподромра, район больницин çĕнĕ зданийĕнче пулчĕç. Палтиел лесничествинче вĕсене А. Цыганов лесничи кĕтсе илчĕ. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсене шывпа тивĕçтерекен Хырла юхан шывĕ çинчи шыв управне çитсе курчĕç. Алманчă çынни, 40 çула яхăн вăрман ĕçĕнче вăй хунă, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ лесовочĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ А. Леонтьев картунĕнче пулни те ăшă туйăм çуратрĕ.
Пенсионерсем çул çÿревпе кăмăллă юлчĕç. Çакнашкал экскурсисене малашне те тухма хапăл пулнине пĕлтерчĕç. Тутарстан Республикинчи Çĕпрел, Пăва районĕсене çитни те савăнăç кÿнĕ вĕсене.
А. ИВАНОВА.