АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клинопиçрен – аслă шкулсем патне Вĕçĕ.

23 октября 2010 г.

4. ХIХ ĕмĕр варринче училищĕсемпе шкулсем уçма тытăнсанах вĕсенче, хутла вĕрентнисĕр пуçне, тĕрлĕ ĕçе те вĕрентме тытăннă, хăш-пĕр училище çумĕнче ремесла класĕсем те уçнă. Вĕсем çинчен, пирĕн таврара пуçласа ремесленнăй класс Турхан училищинче пулни çинчен, çÿлерех тĕплĕн каланăччĕ ĕнтĕ.

1924 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патăрьел уес Совечĕ йышăнăвĕпе Патăрьелĕнчи мастерскойне “Учебно-показательная мастерская” тесе ят параççĕ те унта тимрĕçсем, слесарьсем тата йывăçпа ĕçлекен токарьсем хатĕрлеме тытăнаççĕ.

1931 çултан ялсенчи ШКМ – колхоз çамрăкĕсен шкулĕсене хупса районти мастерской никĕсĕ çинче çĕнĕрен йĕркеленĕ колхозсем валли бригадирсем, уй-хир, пахча çимĕç, сад ăстисем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем, тимрĕçсем хатĕрлекен “Районти колхоз шкулĕ” – “Районная колхозная школа”– уçаççĕ. Шкула йĕркелесе унăн директорĕ пулса ĕçлеме РАЙФО заведующинче ĕçлекен, революцичченех Хусанти учительсен семинаринче вĕренсе тухса учитель профессине илнĕ Ф. Иванов лартаççĕ. Федор Иванович шкул ăсталăх шайне, шкулта вĕрентекен профессисен шутне сарас, шкулăн пурлăхпа вĕрентÿ базине çирĕплетес тесе чылай вăй хурать. Анчах та райĕçтăвком, сăлтав тупса, 1937 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнчи ларăвĕнче ăна ĕçрен кăларать.

Ун пек районсенчи колхоз шкулĕсем республикăра 25 пулнă. 1940 çулта вĕсене пĕрлештерсе Патăрьелĕнче тата Вăрнарта “Межрайонные колхозные школы”, каярахпа ял хуçалăх шкулĕ – “Сельхозшкола” йĕркелеççĕ.

Ку вăхăтра, çак шкулсăр пуçне, районта “Сельхозтехникум” та ĕçленĕ.

1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чкаловски район центрне Патăрьелне каялла куçарсан, ял хуçалăх шкулĕ вырнаçнă ĕлĕкхи райĕçтăвком çурчĕ пулнă çурта (халĕ вăл вырăнта Сбербанк уйрăмĕн икĕ хутлă çурчĕ) каллех райĕçтăвком вырнаçать, ял хуçалăх шкулне “Ял хуçалăх техникумĕн” çуртне вырнаçтараççĕ, “Ял хуçалăх техникумне” Шăнкăртамра пушанса юлнă икĕ хутлă йывăç çурта куçараççĕ.

Анчах çĕртме уйăхĕнчех ял хуçалăх техникумне Çĕрпĕве куçарса каяççĕ.

1947 çулта ял хуçалăх шкулне те хупаççĕ. Ун вырăнне чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен улма-çырла питомникĕн никĕсĕ çинче малтан сад ĕрчетекенсен шкулĕ, каярахпа хушса выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен 2 çуллăх шкулне уçаççĕ.

1951 çултан ку шкул – “Професси училищи”, 1959-80 çулсенче – “Вăтам пĕлÿ паракан професси училищи”, 1980-95 вĕренÿ çулĕсенче – “Профессионально-техническое училище”, юлашки вăхăтра – “Профессиональное училище " 7”.

Хальхи вăхăтра училищĕре 9 класс хыççăн “Тракторист-машинист сельскохозяйственного производства”, “повар-кондитер” тата 11 класс хыççăн “автомеханик”, “оператор ЭВМ”, “повар” специальноçĕсене вĕрентеççĕ.

2009-2010 вĕренÿ çулĕнче кунта 300 вĕренекен, вĕсемпе произодствăна вĕрентекен 17 мастер тата тĕрлĕ предмета вĕрентекен 12 преподаватель ĕçленĕ.

Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕ

Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалне хамăр ентеш, экономика ăслăлăхĕн докторĕ, профессор, Раççей Федерацин ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Раççей Федерацин аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççейĕн вĕрентÿ Академийĕн чăн членĕ, Тĕнчери вĕрентĕве гуманизацилес академин вице-президенчĕ, Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ (халĕ Президенчĕ) Лев Пантелеймонович Кураков пуçарăвĕпе 1994 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧПУ Ăслăлăх совечĕ йышăннипе, университетпа Патăрьел администраци хушшинчи килĕшÿ никĕсĕ çинче уçнă.

Ку филиал ялти вырăнсенче уçнă университетсен пĕрремĕш филиалĕ пулнă. Филиал валли ун чухнехи район пуçлăхĕ Василий Дмитриевич Петров ĕлĕкхи КПСС районти комитечĕн пушаннă çуртне уйăрса панă.

1994 çулхи çĕртмен 17-мĕшĕнче РФ Аслă пĕлÿ патшалăх комитечĕн приказĕпе филиала университетăн стуктурăллă пайĕн шутне кĕртсе çирĕплетеççĕ.

Çак çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен çурла уйăхĕн 4-мĕшĕччен абитуриентсенчен документсем пухнă, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пирвайхи 140 студент “Бухучет, анализ и аудит”, “Юриспруденция”, “Чувашский язык и литература”, “История и архивоведение”, “Татарская филология” специальноçсемпе пĕлÿ илме пуçăннă. Каярахпа тата “Финансы и кредит”, “Социальная педагогика”, “Менеджмент организации” специальноçсемпе вĕрентме тытăннă.

1997 çулта ремонт тунă хыççăн филиалăн иккĕмĕш корпусне (ĕлĕкхи Патăрьел совхозĕн ача ясли-сачĕ) хута янă.

Çав çулах “Бухучет, анализ и аудит” специальноçĕпе кăнтăрлахи (куçăмлă майпа) уйрăмне уçнă.

15 çул хушшинче филиалран 1478 студент вĕренсе тухнă.

Хальхи вăхăтра ЧПУ-н Патăрьелĕнчи филиалĕ Чăваш Республикин кăнтăрти районĕсен çеç мар, Тутарстанпа Ульяновск облаçĕн çывăхри районĕсен вĕрентÿ, наука тата культура центрĕ пулса тăрать.

2002 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа ЧПУ-н Патăрьелĕнчи филиалĕн директорĕ пулса педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ Людмила Васильевна Лялина профессор ĕçлет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика