27 октября 2010 г.
Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре Чăваш Республикинчи патшалăх власть тата хăйl тытăмлăх орга-нĕнче ĕçлекенсен IХ спартакиадин юлашки тапхăрĕ иртнĕ. Шывра ишессипе, дартс енĕпе, хутăш эстафетăра, вĕрен туртассипе иртнĕ ăмăртусенче район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Р. Селиванов ертсе пыракан команда хастарлăх кăтартнă, пĕтĕмĕшле виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Районти шкул ачисем баскетболла выляса мала тухассишĕн ăмăртнă. Икĕ кунаl пынă тупăшура вăтам шкул командисем хушшинче те, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул хушшинче те Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул арçын ачисем çĕнтернĕ.
Вăтам шкулсем хушшинче иккĕмĕш вырăна Аслă Чеменри вăтам шкул команди, виççĕмĕшне Туçа вăтам шкул команди йышăннă.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчен иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шăнкăртамри 1-мĕш вăтам шкул командипе Туçа вăтам шкул команди пайланă.
Хĕрачасенчен Туçасем маттуртарах пулнă. Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш вăтам шкул пикисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенчи хĕрачасем хушшинче каллех Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул команди çĕнтернĕ. Иккĕ-мĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Туçасемпе Аслă Чеменсем йышăннă.
Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткино ялĕнче йăлана кĕнĕ Пĕтĕмl Раççейри ХХII кросс иртнĕ. Унта Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи çăмăл атлетика уйрăмне çÿрекенсем ăнăçлă ăмăртнă, хуçасене çеç выляса янă.
Турхан вăтам шкулĕн воспитанникĕ, халĕ Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен В. Ларкузов (тренерĕ В. Осипова) 3 миля дистанцире пĕрре-мĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекен А. Петрова (тренерĕ В. Кудряшова) 2 миля дистанцире иккĕмĕш вырăна тухнă.
Арçын ачасем хушшинче 2 миля дистанцире пьедесталăн виçĕ картлашкине те Патăрьелсем йышăннă: Первомайскинчи вăтам шкулти А. Фоминпа Ю. Никитин (тренерĕ Л. Никитин) пĕрремĕшпе иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти С. Степанов (тренерĕ С. Эриванова) виççĕмĕш вырăна тухнă.
1 миля дистанцире Первомайскинчи вăтам шкулта вĕренекен Е. Кузнецов (тренерĕ Л. Никитин) виççĕмĕш вырăн йышăннă.
Канаш районĕнчи Шăхасанта ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн республикаl шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Хăйĕн виçисенче Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен М. Соколова, А. Михайлова, А. Выросова, Ишлĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен А. Смирнов (тренерĕ М. Зейнетдинов), Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен Ю. Петров (тренерĕ (А. Камалетдинов), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен А. Алеев (тренерĕ И. Алеев), Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен Д. Чинкина малти вырăнсене тухнă.
А. ИВАНОВ.