27 октября 2010 г.
Чăваш Ишек çывăхĕнчи хăтлă çăл куç патне кашни кунах халăх çÿрет. Вĕсем хушшинче чăвашĕ те, тутарĕ те пур. Хăшĕсем кунта илем кÿртнĕ вырăнпа киленме килеççĕ, теприсем ятарласа шыв ăсма анаççĕ. Юшкăнран тасатнă çăл куç ирĕклĕн тапать, сиплĕ шыва чун каниччен ĕçес килет.
Паян кунти илеме юмахăн пĕр тĕнчи теме те пулать:йĕри-тавра карта тытнă, çăвăнса чÿхенмелли хăтлă вырăнсем те пур, юнашарах пысăках мар часавай, ятарлă пусă... Кунта килекен кашни çын чун канăçне тупатех. Çакнашкал пархатарлă ĕçшĕн, сăваплă вырăншăн ял çыннисем чăн малтанах “Жизнь” çĕр ĕç фирмин ертÿçине– Р.Санзяпов пуçаруçăна– чĕререн тав тăваççĕ. Унăн ырă шухăшне ку тăрăхра çуралса ÿснĕ ЧПУ президенчĕ Л.Кураков, Ыхра Çырми ял поселенийĕн ертÿçи А.Айбетов ырласа май пур таран пулăшни те кăмăллă.