30 октября 2010 г.
Шăрăх çунтарнине пула кăçал ял хуçалăх культурисен тухăçĕ чылай пĕчĕк пулчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çĕр улми хакĕ те ÿссе кайрĕ. Кĕркунне те ăна килограмне 18-20 тенкĕпе сутрĕç.
Çĕр улми нихçанхинчен те сахал тухни, паллах, пăшăрхантарать. Анчах мĕнле пулсан та чылайăшĕ мĕн пуррипе çырлахма тăрăшаççĕ. Теприсем вара хĕл хырăмĕ аслă тесе ямăтă пурлăха та куç хываççĕ. Пĕр каçхине Аслă Чементи 45 çулхи арçын хăйсен ялĕнче пурăнакан хĕрарăмăн сарайне вăрттăн кĕнĕ те виçĕ михĕ çĕр улмине тултарса тухса кайнă. Никам та курмĕ, пĕлмĕ тенĕ-ши; Анчах ют пурлăха киле илсе çитерсе хăйĕн туса ĕлкĕреймен, райшалĕçпайĕн “Шырав” ушкăнĕнчи йĕрке хуралçисем вăрра ярса тытнă.